26 сентября 2008 г.
Сентябрĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарта, залив хĕрринче “Нацисен кросĕ” иртрĕ. Трак енри сывă пурнăç йĕрки тытса пыракан 168 çын вăй виçрĕ унта. Вĕсем хушшинче спорт ветеранĕсем, вăй питтисемпе ачасем пулчĕç. Тĕслĕхрен, vip дистанцине — ун тăршшĕ 2014 м — 9 çемье хутшăнчĕ. Кунта Трак енрен кайнисенчен чи çамрăкки 4 çулхи Наташа Иванова пулчĕ. Вăл район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев ĕç управлени начальникĕн Валерий Ивановăн хĕр ачи. Чи ватти — Именкассинчи спорт ветеранĕ, 75 çулхи Константин Шачкин.
“Нацисен кросĕнче” пирĕн районтан тухнă спортсменсем лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Сăмахран, Янкасра çуралса ÿснĕ Екатерина Илларионова 4 километрлă дистанцире 20 çулсенчи тата унран аслăраххисем хушшинче, Кĕçĕн Шетмĕ каччи Эдикт Хайбуллин 8 километрлинче пĕрремĕшсем пулчĕç. Э. Хайбуллина телевизор парса чысланă.