26 сентября 2008 г.
Красноармейскинчи хваттере çур çĕр иртсен çеç таврăнчĕ Гурий Терентьевич Алексеев. Упи тăрăхĕнчи участокри уполномоченнăй вăл. Çак вырăна ăна 2006 çулта çирĕплетнĕ. Çичĕ ял — участокра. Пĕтĕмпе 1 пин те 900-е яхăн çын пурăнать. Кашниннех тĕрлĕ шухăш-кăмăл ĕнтĕ. Çав йышра ваттипе те, çамрăккипе те курнăçмалла. Юрать-ха, лару-тăру лăпкă тепĕр чух. Кĕçĕр вара канăçсăртарах килчĕ пурнăç.
— Тусайри пĕр килтен сурăх çĕтнĕ. Вăррине тупса палăртайман, — шăнкăрав пулнăччĕ ял тăрăхĕн администрацийĕнчен. — Гурий Терентьевич, сирĕнтен пулăшу кĕтетпĕр.
Ку шăнкăрав районти шалти ĕçсен пайне кăнтăрлаччен пулчĕ. Ĕçлĕ хутсем çинчен мансах çула тухрĕ милиционер. Тусайри чылай çынсемпе курнăçрĕ вăл. Сурăх çухалнă арçынпа та ларса калаçрĕ.
— Хамăрах айăплă пуль çав. Выльăхсене килкартине кĕртеймен-çке кĕçĕр. Урамрах çĕр каçарнă, — тута хĕррисене куçаркаларĕ арçын. — Эх!..
Милици ĕçченĕн ĕçĕнче чи хакли — оперативлăх. Çакна аслă участковăй, милици майорĕ чун-чĕрепе туять. “Тимĕре хĕртнĕ чухне туптамалла”, — тет яланах. Хальхинче те вăррăн йĕрĕ çине ÿкрĕ вăл. Кăçал Тусай ялĕнченех, тимсĕрлĕхе пула, урамранах тепĕр сурăха йăкăртнă.
— Тусайсемпе йăлтах аптрамалла. Хăшĕ-пĕри, чăнах та, çав тери тимсĕр пулмалла. Акă, пĕррехинче каçхине, ялăн “Чувашия” ятлă тĕп урамĕпе пыратăп. Каç сĕмĕнче, фарăсен çуттинче, унта та кунта сурăхсем ушкăнăн-ушкăнăн пухăнса выртнине асăрхарăм. Пайсупин ялĕнче те каçсерен выльăхсене кĕртмеççĕ, — хăй тарăхнине пытараймарĕ участокри уполномоченнăй. — Яваплăха туйманнине пĕлтерет çакă.
Явапсăр çынсен хуçа туйăмĕ çуккипе, тимсĕрлĕх хуçаланнипе çыхăннă ку. Инекек пырса çапсан, пулăшаймасан… милицие айăплаççĕ хăйсем. Хăйсенчен çирĕп ыйтмалла!?
Тепĕр ыйту та кун йĕркинчен тухмасть унăн. Çынсем ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхни, кил-çуртра шăв-шав çĕклени, ялăн тирпей-илемĕ çине алă сулни — пĕтĕмпех шухăша яраççĕ. Гурий Терентьевич ĕç пÿлĕмĕнчи папкăсенчен темиçе хут листине иле-иле мана тыттарчĕ.
— Акă, 2007 çулта манăн участокра, преступленилле ĕçсем тăрăх, 14 уголовнăй ĕç пуçарнă, вĕсенчен 12-шне уçса панă. Асăннă тапхăрта 146 çынна административлă майпа явап тыттарнă. 2008 çулхи виçĕ кварталта уголовнăй майпа тунă преступленисен хисепĕ улттăна çитнĕ. Çав шутра иккĕшĕ — сурăхсем вăрланисем. Çемьесенче, эрех-сăра ытларах ĕçсе анкă-минкĕленнисем çын сăн-сăпатне çухатаççĕ, килĕсенче шăв-шав çĕклеççĕ. Çавнашкаллисем пирĕн патра виççĕн учетра тăраççĕ. Манăн участокра хаяр шĕвекпе пĕрехмай туслисем — 40-е яхăн, — тет Г. Алексеев. — Тусайпа Анат Кушарта ытларах ĕçеççĕ.
Тирпей-илем — пирĕн сăн-сăпат. Упи тăрăхĕнчи çичĕ ялта ăна еплерех хаклаççĕ-ха? Урамсемпе çырма-çатрасене, тăкăрлăксене çаврăнса тухсан, савăнмалли çукрах. Ăçта пăхнă — таса мар, çÿп-çап йăваланса выртать. Ăçта пăхнă çавăнта вĕлтрен, куршанак, армути тата ытти курăк хуçаланать. Ку тĕлĕшпе ку тăрăхра ял администрацийĕ те, старостăсем те ĕçлемеççĕ мар… Пĕрехмай асăрхаттарни те, ятлани те вырăнсăр ĕнтĕ.
— Ырă тĕслĕхе аякра шырас марччĕ. Тусайри Димитриевсен кил-хуçалăхне çитсе курăр-ха. Чăн-чăн ырлăх, чăн-чăн илемлĕх кунта. Димитриевсем урама, кил умне ача-пăча площадкине те туса лартнă вĕт, — тивĕçлипех мухтарĕ Димитриевсене участокри уполномоченнăй. — Вăт, пурте çавсем пек пулинччĕ.
1992 çултанпа — районти шалти ĕçсен пайĕнче. Владимир хулинчи милици шкулĕ… Карай, Мăн Шетмĕ, Пикшик, Чатукасси ял тăрăхĕсенчи участковăйĕнче… Тăватă çул районти шалти ĕçсен пайĕн дежурнăй чаçĕнче, ун хыççăн Карай енчи участковăйĕнче вăй хунă Г. Алексеев. Красноармейски ял тăрăхĕн, Красноармейски ялĕн аслă участковăйĕнче ĕçленĕ. Çемьеллĕ. Кушкă каччине службăри тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн “За безупречную службу” медальсемпе наградăланă.
Сăмах май, Гурий Терентьевич “Ял пурнăçĕ” хаçата та юратсах çырăнать.