АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркотик — пуриншĕн те ют

26 сентября 2008 г.

 

Нефть, газ, культура, интеллект, йăла-йĕрке — çаксем пурте Раççей пуянлăхĕсем. Анчах та общество сасартăк çакна туйса илчĕ: çынсем нумайăн вилеççĕ, çĕр-шыври демографи лару-тăрăвĕ йывăрланать. Апла пулсан çынсенче сывă пурнăç йĕркине çирĕплетес, спортпа интереслентерес, ăс-хакăл пуянлăхне аталантарас ыйту çивĕч тăрать.

Сывă обществăри ачалăх та телейлĕ, вĕсем вара — пирĕн пуласлăх.

Çаксене тĕпе хурса, РФ наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслекен федераллă служба, “Наркомат” журнал, “Видео-Асс” редакци, Шупашкар хула администрацийĕ, ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин, сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствисем авăн уйăхĕн 17 — 26-мĕшĕсенче Шупашкарта наркотике хирĕçле кино вунăкунлăхне йĕркелерĕç. Вăл “Салют” культура керменĕнче Олег Степченкон “Мужской сезон. Бархатная революция” фильмне кăтартнипе пуçланчĕ. Йĕркелÿçĕсем Шурă Шупашкара наркотике хирĕçле пурĕ 20 ытла фильм илсе килнĕ. Вĕсене шкулсенче, аслă вĕренÿ заведенийĕсенче, кинотеатрсенче курма пулчĕ. Вунăкунлăхăн тĕп тĕллевĕ — кино мелĕпе çамрăксенче наркотике хирĕçле туйăма вăратасси, вĕсенче сывă пурнăç йĕркине тата ырă ытти пулăмсене сарасси.

Çакна тĕпе хурсах, РФ наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслекен федераллă службăн Чăваш Республикинчи управленийĕ авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче районсемпе хуласенчи наркотиксене хирĕçле ĕçлекен комиссисен яваплă секретарĕсен семинар-канашлăвне ирттерчĕ. Унта наркотике хирĕçле кино вунăкунлăхĕн тĕп тĕллевĕсем пирки РФ наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслекен федераллă службăн Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан полици полковникĕ С. В. Чехов, ку управлени сотрудникĕ В. Н. Завожин, “Наркомат” журналăн тĕп редактор çумĕ, тулли мар яваплă “Редакция “Видео-Асс” пĕрлешÿ директорĕ Е. В. Крымова тĕплĕн каласа ăнлантарчĕç. Наркотиксене хирĕçле “Незримая война” тата “Право на жизнь” фильмсем кăтартрĕç. Пирĕн районтан ку семинар-канашлăва наркотиксене хирĕç ĕçлекен районти комиссин яваплă секретарĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ В. М. Данилов хутшăнчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика