26 сентября 2008 г.
Юлашки çулсенче кĕсье телефонĕсемпе усă куракан çынсем йышланчĕç. Халь вăл ваттин те, çамрăккин те пур. Чăнах та, унсăрăн пĕр утăм та тăваймăн. Уйрăмах, ватлăх еннелле сулăннă çынсемшĕн, телефон пĕрремĕш пулăшаканĕ вырăнĕнчех. Вăл йывăрлăхра пулăшать: унпа васкавлă пулăшăва та, милицие те чĕнсе илме пулать.
Анчах та таса мар шухăш-кăмăллă çынсемшĕн кĕсье телефонĕ пуймалли хатĕр пулса тăчĕ. Вĕсене вăрлакансемпе çаратакансен йышĕ ÿсни куç умĕнчех. Акă, тĕслĕхрен, 2006 çулхи сакăр уйăхра район территорийĕнче кĕсье телефонĕсене йăкăртнă 7 тĕслĕх вырăн тупнă. 2007 çулхи сакăр уйăхра ку кăтарту 11 тĕслĕхе çитнĕ. Кĕсье телефонĕсене вăрттăн та, вăйпа хăратса та вăрлаççĕ. Тепĕр чухне вĕсене çухатнă тĕслĕхсем хамăр яваплăха туйманнипе те çыхăннă.
2006 çулта кĕсье телефонĕсене вăрланă тĕслĕхсенчен 71,4 процентне тупса палăртнă. Кăçал ку таранччен çак хисеп 75,5 процентпа танлашнă.
Çÿлерех асăнтăм ĕнтĕ, кĕсье телефонĕсене тĕрлĕрен майпа йăкăртаççĕ. Ытларахăшĕ, паллах, вăрланипе хуçаланать. Кăçал, пĕлтĕрхи пекех, кĕсье телефонĕсене вăрланă — ултă, улталаса илнĕ пĕр тĕслĕх пулнă.
Кĕсье телефонĕсене çаратассинчен епле сыхланмалла-ха? Уйрăмах вĕсене вăрланă тĕслĕхсем шкулсенче, вĕренекенсем, кĕсье телефонĕсене кĕсйисенче хăварнине пула, тĕл пулаççĕ. Унпа пĕрлех кĕсье телефонĕсене çаратнă тĕслĕхсем савăнăçлă мероприятисем йĕркеленĕ вăхăтсенче те, хамăр асăрханулăха çухатнипе, тĕл пулаççĕ. Унпа пĕрлех кĕсье телефонĕсене лицензи илнĕ лавккасенче туянма сĕнесшĕн. Уйрăм çынсенчен усă курнисене туянни шанчăклах мар тесшĕн эпĕ. Енчен те эсир уйрăм çынсенчен кĕсье телефонĕ туянма кăмăл турăр пулсан, ан манăр, сирĕн телефонĕ те, уншăн тÿленĕ укçи-тенки те çухалма пултарать.
Ашшĕ-амăшĕсем валли тепĕр сĕнÿ пур: кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем валли кĕсье телефонĕсене туянма ан васкăр. Вĕсем телефонсене час-часах кĕсьесенче хăвараççĕ е урамра чупса çÿренĕ чухне хăйсемпе пĕрле телефон пурри çинчен манаççĕ,е палланă çынсене усă курма параççĕ. Кайран вара ашшĕ-амăшĕ ан ятлатăр тесех пуль, çухални çине йăвантараççĕ.