26 сентября 2008 г.
Çын ĕçĕпе, кăмăл-сипечĕпе палăрать. Сăн-питрен пăхма илĕртÿллĕ те, чипер пулин те, ăна маларах асăннă йĕркесем хак параççĕ. Ватă-и, çамрăк-и вăл, харпăр хăйне тытма пĕлет пулсан, халăхшăн яланах юрăхлă та кирлĕ. Манăн ку статьяри сăмахăм ытларах тĕслĕхĕсемпе паянхи çамрăксемпе çыхăннă. Кунта пĕр йĕрке те шухăшласа кăларни çук. Пĕтĕмпех вĕсене пурнăçран, хам курни-илтнисенчен илнĕ.
— Хăçанччен пырĕ-ши ку йĕркесĕрлĕх? Эсир те курмастăр та, илтместĕр те çакна, — хăйсен тарăхăвне пытараймарĕç пĕррехинче Красноармейскинчи Ленин урамĕнчи 31-мĕш çуртра пурăнакансем. — Чарасчĕ çамрăксене!
Сăмах кунта каçсерен, уйрăмах канмалли кунсенче, асăннă çуртăн подăезчĕсенче çамрăксем хĕвĕшни тата вĕсем çĕрĕ-çĕрĕпе шавласа çынсене çывăрма паманни пирки пырать. Тĕрĕсех. Çĕрĕ-çĕрĕпе ĕçлекен лавкка, паллах, хăй тавра вуншар-вуншар çамрăка пуçтарать. Сутуçисем айăплах мар ĕнтĕ куншăн. Вĕсене ĕçлеме хушнă, вĕсен çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтермелле.
Çамрăкĕсем вара каç сĕмлĕхĕпе ирĕклĕхе туяççĕ, каçарăр та, хаяр шĕвекĕпе пит-куçа хĕремеслентерсен, хăйсене тыткаласси çинчен манаççĕ.
Юрĕ-ха, ку каçхине пулса иртнĕ тейĕпĕр. Ирпе-ирех çÿлерех асăннă çуртăн подăезчĕсене тата унăн территорине çаврăнса пăхăр-ха!? Мĕн тĕрлĕ çÿп-çап хуçаланмасть-ши çакăнта? Камăн тасатмалла, йĕрке тумалла?
Çак çуртпа юнашарах “Халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен Красноармейскинчи центр” республика патшалăх учрежденийĕпе уйрăм предпринимателĕн “Фармакс” аптеки вырнаçнă. Вĕсен ĕç-хĕлĕ çынсен кулленхи ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе çыхăннă.
Халь асăннă çуртсем çывăхне çитсе курар-ха. Пĕрин алăкĕ умĕнчи тытнă картине сыппипех хуçса антарнă, решеткисем силленсе çеç тăраççĕ. “Фармаксăн” тимĕр алăкне, вĕрене пăрнă евĕр, пăрса хунă. Вăт, епле “паттăр” ĕçленĕ. Кам хуçаланнă тетĕр? Инкек тÿсекенсем çакăн сăлтавне тÿрех çамрăксем çине йăвантарчĕç.
Каçхи çул-çÿрев хуçисем чечек ăстисене те кÿрентереççĕ-мĕн. Эпĕ Ленин урамĕнчи 27-мĕш çуртра пурăнакан Роза Павловна Михайлова вĕрентекенпе калаçрăм.
— Хваттер умне чечексем акса-лартса ÿстерни — маншăн савăнăç. Анчах та çав илеме каçсерен урам тăрăх ĕçсĕр çапкаланса çÿрекенсем тăпăлтарса çÿрени чуна кăшлать, — хăй чĕререн пăшăрханнине пытараймарĕ Роза Павловна. — Кăçал хваттер умĕнчи лаптăкран пĕр каçхине Марина Ивановнанпа иксĕмĕрĕнне 50 тюльпан ытла татса-кăкласа кайрĕç.
Анчахрах райцентрти мунчара Механизаторсен урамĕнчи пĕр çуртри пĕр хваттерте пурăнакан арçын кÿренни хăлхана кĕчĕ.
— Хамăр подăезда чи лайăххи те чи илемли тăвас шухăшпах пуль çине тăчĕç хĕрарăмсем. Хваттерсенче çеç мар, подăездăн кашни хутĕнчех чечексем ешерччĕр, терĕç. Пĕр каç кăна ларма ĕлкĕрчĕç чÿлмексенчи чечексем… — хаштах сывларĕ арçын. — Тепĕр ирхине вĕсене ларнă вырăнсенчен чÿлмекĕсемпех урайне йăвантарнă.
Район центрĕнче каçхине тивĕçлĕ йĕрке тăвассипе районти шалти ĕçсен пайĕн патрульпе пост службин ĕçлемелле. Унăн обществăлла йĕркелĕхе сыхланă çĕре, пуçарулăх кăтартса, ытти актива — дружинниксене, ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсене тата ыттисене явăçтармалла.