26 сентября 2008 г.
Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи Васильевсем авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче ылтăн туйне паллă турĕç. Калерия Тихоновна ĕмĕрĕпех фермăра пăрусем пăхнă, Иван Васильевич вара нумай çул çăкăр пекарьнинче кочегарта тăрăшнă. Юратупа килĕшÿре вĕсем 6 ача çитĕнтернĕ.
Ылтăн туй кунне Васильевсене паллă пулăмпа Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. И. Федоров, кунти ветерансен канашĕн председателĕ И. И. Ильин, Мăн Шетмĕри тĕслĕх библиотекин заведующийĕ Р. Г. Герасимова, районти ЗАГС пайĕн начальникĕ Е. Л. Павлова ăшшăн саламларĕç. Елена Леонтьевна вĕсене район пуçлăхĕн С. А. Николаевăн Тав çырăвне пачĕ. Ыттисем те ылтăн туя парнесемпе, чечексемпе килнĕ. Васильевсен ячĕпе ялти кану центрĕнче вăй хуракансем хавас юрăсем шăрантарчĕç.