26 сентября 2008 г.
Сентябрĕн 18-мĕшĕнче журналистсем валли республикăри мĕн пур театр ертÿçисем пĕрлехи пресс-конференци йĕркеленĕ. Унта вĕсем кăçалхи çĕнĕ театр сезонĕ пирки каласа кăтартнă.
Оперăпа балет тата пуканесен театрĕнче реконструкци ĕçĕсем пыраççĕ. Драма эксперимент театрĕ валли малтан библиотека пулнă çурта юсаса çĕнетеççĕ. Çамрăксен театрĕн вара çакăн пек малашлăх та çук. Çамрăксен театрĕнче, Вырăс драма театрĕнчи евĕрех, çĕнĕ сезон актерсен çухатăвĕпе пуçланать.
Опера фестивалĕ яланхиллех декабрь уйăхĕнче иртĕ. Пĕтĕм тĕнчери М. Д. Михайлов ячĕллĕ XVIII опера фестивалĕ “Сельская честь” оперăпа уçăлмалла. Драма театрĕсем вара фестивальсемпе мухтанма пултараймаççĕ. К. В. Иванов ячĕллĕ драма театрĕн артисчĕсем октябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче “Содружество актеров Таганки” театр сцени çинче хăйĕн пултарулăхне кăтартмалла.
Чăваш пукане театрĕн пултарулăх ертÿçи Ю. Филиппов палăртнă тăрăх, çĕнĕ сезона вĕсен пĕчĕк залта çеç уçма тивет. Театр ĕçченĕсем Çĕнĕ çул хыççăн Хусанпа Тарту хулине гастроле кайма палăртаççĕ.
Вырăс драма театрĕ сезона октябрĕн 10-мĕшĕнче “Спешите делать добро” спектакльпе уçма палăртать.