АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçлăхсенчен отчетсем итлерĕç

26 сентября 2008 г.

 

Авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çыравне хатĕрленес енĕпе ĕçлекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ ку мероприятие хатĕрленесси Трак енре епле пулса пыни пирки унта Чăвашстатăн районти тĕп специалисчĕ Ю. П. Васильева каласа пачĕ. Юлия Порфирьевна палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра ялсенчи адрес хуçалăхне тĕрĕслесе йĕркене кĕртесси тата унччен палăртнă çитменлĕхсенчен хăтăласси тĕп задача пулса тăрать. Çак тĕлĕшпе епле ĕçлесе пыни çинчен ларура Пикшик, Чатукасси тата Еншик Чуллă ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен А. Н. Даниловран, Г. В. Михайловран тата Г. Т. Васильевран отчет-информацисем итлерĕç, комисси членĕсем политика тĕлĕшĕнчен пысăк пĕлтерĕшлĕ çырава хатĕрленессине вырăнсенче татăклăн лайăхлатма кирлине палăртса хăварчĕç.

Ларăва комисси председателĕ, район пуçлăхĕ С. А. Николаев йĕркелесе пычĕ, хăйĕн сăмахĕнче вăл урамсен ячĕсене çырнă аншлагсене, урамсемпе хваттерсен номерĕсене çĕнетмелли, халăх хушшинче ăнлантару ĕçне вăйлатмалли, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен хăйсен сайчĕсене туса ирттернĕ ĕçсем пирки информацисем лартмалли çинчен каларĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика