АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Актив ĕçне лайăхлатса

26 сентября 2008 г.

 

Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕ — районта чи пысăккисенчен пĕри, 13 яла пĕрлештерет. Çавăнпах ĕçĕ те нумайрах. Ку чухне вара депутатсемпе, ял старостисемпе, хĕрарăмсен тата ветерансен канашĕсемпе, обществăлла ытти йĕркелÿсемпе тачă çыхăну пулмасан, йывăртарах лекет.

Ял тăрăхĕн администрацийĕ шăпах çак тĕлĕшпе районта тĕревли пулса тăрать те ĕнтĕ. Кунта вăй хуракансем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма çак кунсенче ĕçтешĕсене — ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсене Мăн Шетмĕне йыхравларĕç. Хăнасем малтанах ял тăрăхĕнчи ĕçлĕ хутсемпе паллашрĕç. П. И. Николаева ертсе пыракан специалист вĕсене епле çырса хатĕрлени пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ.

Семинар-канашлăва ялти кану центрĕнче малалла тăснă май, район пуçлăхĕ С. А. Николаев вырăнти хăй тытăмлăха аталантарас çĕре халăха анлăн явăçтарас тĕлĕшпе депутатсемпе ял старостисен пĕлтерĕшĕ чăннипех те пысăккине, Мăн Шетмĕ тăрăхĕнче вĕсем ку ĕçе сумлă тÿпе хывнине, çак ял тăрăхĕн администрацийĕнчен ыттисен тĕслĕх илмелли пуррине палăртса хăварчĕ. Станислав Андреевич кунпа пĕрлех хастар ĕçшĕн ялти тĕслĕх библиотекин библиотекарьне Л. И. Васильевана район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. И. Федоров администраци депутатсемпе, ял старостисемпе, обществăлла йĕркелÿсемпе таччăн çыхăнса ĕçлеме пултарнин вăрттăнлăхĕсем çинче чарăнса тăчĕ, сĕнÿсем пачĕ.

Тулли мар яваплă “Шатьма” пĕрлешÿ агрономĕ Г. В. Власова, Кăлава ял старости А. П. Андреев, ял тăрăхĕн депутачĕ В. Н. Васильев, ветерансен вырăнти канашĕн председателĕ И. И. Ильин хăйсен пуçлăхĕн сăмахне татах та пуянлатрĕç.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем чечексемпе пахча-çимĕç выставкипе те паллашрĕç, ку тăрăхри артистсен пултарулăхне те курса савăнчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика