26 сентября 2008 г.
Авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче район хăй тытăмлăхĕн канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта район территорийĕнче приоритетлă “Сывлăх” наци проектне пурнăçласси мĕнле пынине сÿтсе яврĕç.
Ку ыйтупа ларура сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденин тĕп врачĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Г. Н. Сушко доклад туса пачĕ. “Сахал мар ĕçленĕ, çаплах тумалли те нумай”, — терĕ Галина Николаевна. Юсав ĕçĕсем чылай ирттермелле, акă, фельдшерпа акушер пункчĕсене лицензилессине вĕçлемелле, “Сывă апат-çимĕç” программа ĕçлемест тата ытти те.
Сÿтсе явнă ыйтупа йышăннă решенире райбольница администрацийĕн халăх сывлăхне сыхлас ĕç мĕнле пыни пирки çынсем патне тăтăшах информаци çитермеллине, ФАПсемпе пĕтĕмĕшле практика врач офисĕсен пурлăхпа техника никĕсĕсене пуянлатмаллине, кадрсем хатĕрлессипе тĕллевлĕ ĕçлемеллине кăтартса хăварчĕç. Кунпа пĕрлех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене хăйсен территорийĕнче пурăнакансен сывлăхне сыхласси епле пынине пуху-канашлусенче пăхса тухма сĕнчĕç.