АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяр çанталăкпа туллин усă курасчĕ

23 сентября 2008 г.

 

Тыр-пул, “иккĕмĕш çăкăр” пухса кĕртесси, кĕр тыррисем акасси кăçал каярах юлчĕç. Кунта, паллах, çанталăкĕ те кăшт чăрмантарчĕ. Анчах пĕр ун çине çеç йăвантарни хамăра тÿрре кăларма тăрăшни пулĕ. Чылай хуçалăхсен ертÿçисен хăйсен йăнăшне йышăнма хăюлăх çитермелле. Вырмана юларах тухрăмăр. Хĕрÿ ĕç çине тухма яланхи пекех сÿрĕккĕн хатĕрлентĕмĕр. Халĕ вара çав çухатнă вăхăта тавăрма питĕ хĕн, е кăна тума май çук та. Ялан тенĕ пекех пĕр кĕрепле çине пусатпăр, иртнĕ çулсенчи йăнăшсенчен çав-çавах кирлĕ пĕтĕмлетÿсем тума вĕренеймерĕмĕр. “Хресчен аслати авăтнă хыççăн çеç сăх сăхать”, тесе ваттисем ахальтен каламан çав.

Юлашки кунсенче çанталăкĕ юсанчĕ, çĕр ĕçченне акнă-лартнă культурăсене алла илме май туса пачĕ. Унпа туллин усă курма тăрăшни çеç кирлĕ, уйрăмах ку В. Васильева ХФХпа “Прогресс” пĕрлешĕве пырса тивет. Сентябрĕн 19-мĕшĕнче Кÿлçырма çумĕнчи ыраш пуссинче 3 “ÿй-хир карапĕ” — икĕ “Нивăпа” тепĕр “Дон-1500Б” — ĕçлетчĕ. Ку культура выртса пĕтнĕ, çавăнпа та хăш-пĕр тĕлте ăна комбайн илеймест, маларах вырнă пулсан кун пек пысăк тăкаксем пулас çукчĕ.

Алексей Ермолаевпа, вăл “Дон-1500Б” комбайнпа виççĕмĕш кун ĕçлет, Рудольф Шемякин, “Нивăпа” вырать, комбайнерсем тыр-пул пухса кĕртессине, çанталăкĕ чипер тăрсан, виçĕ кунран вĕçлесси пирки пĕлтерчĕç. Ырашĕ чĕрĕлсе кайнă, хăш-пĕр пучахсенче шăтма пуçланăран лайăх тĕшĕленмест.

“КОЛОСРА” “Нива” хуçалăх çĕрĕсемпе чикĕленекен уйра юлашки гектарсем çинче кĕр аки пыратчĕ. Ю. Козлов ку пĕрлешĕве ака ĕçĕсенче пулăшма килнĕ.

“ТАЯБИНКĂРА” Хусакасси çумĕнче тулă пуссинче 5 комбайн пĕр тикĕс шăватчĕ. Юлашки гектарсем çинчи тыр-пула алла илессишĕн кĕрешÿ пырать мар-и?

Йÿçкасси хыçĕнчи уйра Олег Черновпа Сергей Семенов трактористсем çĕр улми кăлармалли 2 комбайнпа “иккĕмĕш çăкăр” пухса кĕртетчĕç. Калас пулать, ани тачкарах та, ĕç йывăртарах пырать. Кăна пăхмасăр механизаторсем çĕр улмине хăвăртрах алла илесчĕ тесех тăрăшаççĕ. Хальлĕхе çак ĕçе çурри çеç пурнăçланăччĕ. Çанталăк уяр тăнипе пур çĕрте те туллин усă курса, мĕн акса-лартса çитĕнтернине пухса кĕртме çине тăрасчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика