АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи ватă çын юбилейĕнче

23 сентября 2008 г.

 

Пикшик ял тăрăхĕнчи Çĕньялта 60 кил. Вĕсенче пĕтĕмпе 90 ытла çын пурăнать. Ялти виçĕ урамран — Чаканар ятлинчи 4-мĕш çуртра сентябрĕн 21-мĕшĕнче, вырсарни кун чăн-чăн уяв пулчĕ. Вăл кил хуçи хĕрарăмĕшĕн — Матрена Романовна Павловашăн, ун ачисемшĕн, тус-тăванĕсемшĕн, хаклă хăнасемшĕн тата ял-йышшăн ĕмĕр-ĕмĕр асра юлĕ, манăçмĕ. Çак кун Матрена Романовна патĕнче пурăнакан, Кивьялта çуралнă, хисеплĕ ял çынни, мĕн ĕмĕрĕпех тăван тăрăхра ĕçленĕ Вера Павловна Павлова 100 çул тултарчĕ.

— Пикшик тăрăхĕнчи 12 ялта пурăнакансемшĕн паян чăннипех те асра юлакан кун. Хаклă çыннăмăр, ватти-вĕттишĕн те яланах хисеплĕ Вера Павловна Павлова 100 çула çитнипе сÿнми йĕр хăварчĕ вăл. Мухтанатпăр сирĕнпе, савăнатпăр, — терĕ ватăна сумлă парнепе чысланă май Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Николаевич Данилов. — Ырлăх-сывлăх пултăр, сире, малашне те.

Юбиляра çавăн пекех районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Леонид Аркадьевич Киселев, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Альбина Валерьяновна Петрова, “Халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен Красноармейскинчи центр” республика патшалăх учрежденийĕн директорĕ Алексей Петрович Никитин, Шупуç, Вăрманкас, Туканаш ялĕнче пурăнакансен ячĕпе Радомир Дмитриевич Репин, Красноармейскинчи Гурий Егорович Дубровпа Георгий Леонидович Ефимов çыравçăсем, уява пухăннă тус-тăванĕсенчен — Верăпа Николай Павловсем ăшшăн-ăшшăн саламларĕç, нумай пурăннăшăн тав турĕç, канлĕ ватлăх сунчĕç.

Леонид Киселев район администрацийĕн пуçлăхĕ Станислав Николаев районти чи ватă çын ячĕпе хатĕрленĕ Тав çырăвне вуласа пачĕ. Унтан Алексей Никитин ăшă сăмахсем хыççăн парнепе чысларĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕн — Матрена Павлован ачисем те ватăна парнепе савăнтарчĕç.

— Сире пурне те тав. Манăн çула çитмелле пултăр, — хĕпĕртенине пытараймарĕ 100 çулхи ватă — Вера Павловна. — Манăн çула çитмелле пултăр.

Уява пухăннисем хут купăс çеммипе юрларĕç, ташă картине тухрĕç. Гурий Дубровпа Георгий Ефимов пĕчĕк концерт пачĕç. Радомир Репин видеокамерăпа ĕçлерĕ, “асăнмалăх пултăр”, — терĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика