23 сентября 2008 г.
Ку ял ячĕ ял хĕрринчи кÿлĕ ячĕпе çыхăннă. Унпа юнашарах вăл. Кÿлĕ енчен кассăн-кассăн юхса килекен çил уçă варкăш илсе килет. Сывлăшĕ вăрманти евĕрех, сиплĕ, уçă. Çак тăрăха çитсе куртăм ытлари кун. Манăн сăмахăм Кÿлхĕрринчи курнăçусем çинчен.
Наçук
Пĕчĕкрех çан-çурăмлă карчăк Наçук. Ял-йышра çапла калаççĕ. Хут çине вара Анастасия Григорьевна Григорьевапа çырăнать. Унччен Çырмапуçĕнче пурăннă. Мăшăрĕ пур чухнех, кил вырăнĕ çуккипе, Кÿлхĕррине куçса килнĕ.
Питĕ кăмăллăн сăмахлать. Пуçне шурă калпак, кролик çиппинчен çыхнăскере, тăхăннă. Çие кивĕ сăран куртка уртса янă.
Пирĕн хушăра калаçу сыпăнчĕ. Наçук кинемейĕн мăшăрĕ — Георгий Григорьев çĕре кĕнĕ ĕнтĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çапăçнă.
— Колхозра ĕçлесех ватăлтăр пуль?
— Ĕçлесех. Сакăр вуннă çула пусрăм вĕт.
— Сирĕн ял çумĕнче кÿлĕ пур вĕт. Пулăран пуян-и?
— Ăçтан пĕлем…
— Сывлăх еплерех?
— Пуç кашлать. Вăт епле чĕтренетĕп.
— Вутти пур-и, шывĕ пур-и?
— Вутти хĕл каçмалăх çитет пуль. Шывĕ патне кил умĕнчи тарăн çырмари çăл патне анмалла çав.
— Йывăртарах ĕнтĕ.
— Кам шыв çĕклесе парĕ мана…
— Эрех ĕçетĕн-и?
— Мĕн тума ĕçес.. Мĕн чухлĕ халăх вилчĕ ĕçсе.
Наçук кинемейпе сывпуллашатăп. Çăмăлах мар унăн пурнăç. Пĕрре пĕчченлĕх пăркăчлать ăна. Тепре ватлăх туяпа юнать. Икĕ ывăлĕ пурăнаççĕ-ха хулара. Çук, Шупашкара чун туртмасть.
Тата тухса çÿреймен ватăсене вăхăтран-вăхăта, тен, тухтăрсен те çитсе пăхасчĕ. Чун апачĕ, ырă кăмăл кирлех.
Наумов, теççĕ
Ялта Егор Лукин ячĕллĕ урам пур. Вăрăм, кĕтÿç пушши евĕрех тăсăлать. Тусай еннелле, çурçĕртен кăнтăралла каять. Çакăнти пĕр йывăç çуртра пурăнать те Николай Иванов. Вăтам шăм-шаклă, тарават.
— 1973 çулта лартрăмăр çак çурта. Пăхăр-ха, епле пăхса ытарайми. Мăшăрпа пĕрле ытларах ĕçлеме тиврĕ. Шел, Гальăна упраймарăмăр çав, — куç лакăмĕсенчен капланнă вĕри тумламсене пытараймарĕ Николай Иванович. — Халь пĕр-пĕчченех тăрса юлтăм.
— Ачасем пулĕ ĕнтĕ?
— Аликпа Ира пуррипе хĕпĕртетĕп.
— Мăнуксем те савăнтараççĕ…
— Пиллĕкĕн вĕсем манăн. Ира хĕрĕм Карайри вăтам шкулта вĕрентет. Унăн Петя, Сергей, Катя ятлă ачасем пур. Сергей мăнукăм кăçал шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухрĕ.
Кил хуçипе типтерлĕ кил-çурта пăхса çаврăнтăмăр. Кашни япала хăй вырăнĕнче. Пур кĕтес те тап-таса, çутă. Чăннипех те çыпăçуллă алăсемлĕ, ÿркенмен çын пурăнни куç умĕнчех.
Çирĕм çул хуçалăхра водительте вăй хунă Николай Иванович. АВМ-ра тăрăшнă. Сывлăх енчен мухтанмасть-ха вăл. Чĕре йăшкать. Икĕ хутчен хырăмран операци тунă суран та аса илтерет. 2-мĕш ушкăн инваличĕ те…
— Сад ăсти те эпĕ. Мăшăр: “платник пулса пăх-ха”, — тетчĕ. Платник те пултăм, кирпĕчрен туалет та купаларăм, — хăй калассине пытараймарĕ Н. Иванов. — Мăшăр çукки çеç…
— Мĕншĕн-ха сире ялта Наумов, теççĕ?
— Николай Ивановсем йышлă пулнăран, — хуравларĕ кил хуçи.
Салтак арăмĕ
Тĕп урампа пыратăп. Шăплăх хуçаланмасть кунта. Те тĕп урам пулнăран-ши, унтан та кунтан иртен-çÿренсем курăнкалаççĕ. Акă, хулпуççи çине сенĕк хунă арçынпа хĕрарăм вашлаттарса иртрĕç. Ун хыççăнах тепĕр икĕ арçын курăнчĕç. Кусем, хăйсем каланă тăрăх, Кÿлхĕрринчи сĕт-çу ферминчен таврăнаççĕ.
— Эсир Ваçлей мучей арăмĕ пулатăр пулĕ-ха? — вырăсла хапха умĕнче тăракан ватăна сывлăх сунтăм эпĕ.
— Çапла. Ваçлей Егоровăн мăшăрĕ пулатăп. Ваçлей вăрçăран сусăрланса таврăнчĕ те… нумаях пурăнаймарĕ, — ман паталла çывхарчĕ хĕрарăм.
Анна Ефремова каланă тăрăх, упăшкипе виçĕ çул кăна пурăннă. Шел, ачисемпе ырă курма Турри пÿрмерĕ-ши? Икĕ ывăлĕ те тăруках çĕре кĕчĕç.
— Çак ялта, çак килте çуралнă эпĕ. Манăн шăллăма — Шăнкăрча питĕ аван пĕлетĕр эсир. Димитриев хушаматлăччĕ, Георгий тетчĕç, — ăнлантарчĕ Анна кинемей. —Пурăнаймарĕ.
Тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван хуçалăхра тăрăш-нă. Тăвай районĕнчи Пуянкассинче окоп чавнă. Буинск вăрманне каснă. Карай ял совечĕн депутачĕ те пулнă. Темиçе хутчен те халăх заседательне суйланă.
— Шăнкăрчăн ывăлĕпе кинĕ — Юрăпа Надя маншăн хам ачасем пекех. Вĕсем манăн чи хаклă тус-тăвансем вырăнĕнче. Ывăлпа хĕр çуратса пăхса çитĕнтереççĕ, — хăйĕн савăнăçне пытараймарĕ А. Ефремова. — Пурăнас килет…
Вырăнлă сăмахсем 87 çулхи ватăн.
Тăхта-ха, Марье
Кампа кăна курнăçмастăп пулĕ. Мĕн чухлĕ пит-куç манпа юнашар. Хăшĕнпе пуçласа тĕл пулатăп. Ялти тĕп урамри 64-мĕш çурт умĕнче тăпах чарăнтăм. Арçынпа хĕрарăм каллĕ-маллĕ утаççĕ. Ялти лавккана кайма тухнă иккен.
— Мана Марье тесе чĕнеççĕ. 72 çулта эпĕ. Ку, акă, манăн мăшăр. Володька теççĕ. — Пуçа çыхнă чечеклĕ тутăрне тÿрлетрĕ Марье. — Сахăр-песук туянасшăн-ха.
Ку ялтах ватăлнă Мария Герасимова. Володькăна киле кĕртнĕ вăл. Ял арçынниех. Кил-çуртра арçын аллисĕр епле-ха…
Хăйĕн пурнăçне фермăсемпе çыхăнтарнă Марье. Кÿлхĕрринчи сысна ферминче ĕçленĕ. Вунă çул сысна пăхнă. Каярахпа Çырмапуçĕнчи фермăра та вăй хунă.
Чуна парсах тăрăшнă. Ĕнесем патĕнче те ĕçлеме тивнĕ.
— Чун туртăмĕ — выльăх-чĕрлĕхе юратнинче. Килте те ĕне усратпăр. Аленка ятлă. Куллен халь 10 литртан кая мар сĕт антарать вăл. Продукцине хуçалăха сутатпăр, — тет Марье. — Литрне 5 тенкĕпе…
— Анкартинче ĕç-пуçа вĕçлерĕр ĕнтĕ. Çĕр улми те кăларса пĕтертĕр пуль? — ыйтуллăн пăхрăм Марье çине. — Çумăра кайсан…
Кил-йышра ача-пăча таврашĕ çук вĕсен. Марье аппăшĕн хĕрачине усрава илсе ÿстернĕ. Эльвира ятлă. Халь çемьеллĕ. Унпа тата ачисемпе хĕпĕртет Марье.
Арçынпа хĕрарăм тăвалла ярса пусрĕç. Малта — Марье, хыçалта — Володька.
— Тăхта-ха,Марье, — мăшăрне тăруках сăмах хушрĕ Володька. — Тăхта-ха.
Петр Васильевич
Ялăн тĕп урамĕнчи икĕ хутлă кермен аякранах курăнать. Егор Лукин ячĕллĕ урамра ку çурт чи патвартараххи ĕнтĕ. Ун пекки тепре пур-ха Кÿлхĕрринче. Ку вăл — “Караево” хуçалăх председателĕн Виталий Платоновăн.
Пăхса ытарайми çурт пирки кăсăклантăм. Чăнах та, епле вăй çитернĕ-ха ялта ăна çĕклеме? Укçа-тенкĕпе çыхăннă-çке. Тата хамăр вăй-хала хĕрхенменни те пулăшнă ĕнтĕ.
— Кил хуçипе курса калаçасшăнччĕ пулĕ те… Ара, урамрах кăштăртататчĕ-ха Петр Васильевич. Мăшăрĕ те — Калиса Степановна килтех пулмалла. Çулталăк çурăри мăнукне пăхать, — йăл кулăпа ăсатрĕ мана çамрăкрах хĕрарăм. — Вăç, урамра ĕçлет Петр Васильевич.
Петр Васильевичпа калаçатпăр. Кузьмин хушаматлă. Пенсие тухиччен хуçалăх бухгалтерийĕнче ĕçленĕ. Халĕ те Егор Лукинпа Валерий Николаев председательсене ăш пиллĕн аса илет.
— Çынсенчен çирĕп ыйтатчĕ, чăнах та. Планерка ирттеретчĕ пулсан, ирпе ирех фермăсене, бригадăсене çаврăнса тухатчĕ. Вырăнсенчи лару-тăрăва пилĕк пÿрне пекех пĕлнĕ, — хăй калассине пĕлтерчĕ Петр Васильевич. — Çавăн пек çынсем пулинччĕ.
— Чăнах та, çакнашкал илĕртÿллĕ, капмар çурта çĕклеме мĕнле вăй çитертĕр-ха? — каллех тÿсеймерĕм эпĕ. — Пĕлес килет.
— 140 пин тенкĕ парса патшалăх пулăшрĕ. Çамрăк çемье пур-çке пирĕн. Ывăл — Радик хуçалăх водителĕ. Мăшăрĕ — Марина районти вĕрентÿ пайĕн бухгалтерĕ. Икĕ ача çитĕнтереççĕ вĕсем. Аня иккĕмĕш класра вĕренет, ывăлĕ çулталăк çурăра-ха, — тет П. Кузьмин. — Икĕ ывăл та пĕр хĕр пирĕн.
Капмар çуртăн пĕрремĕш хутĕнче кухньăпа зал вырнаçнă. Иккĕмĕшĕнче — çывăрмалли пÿлĕмсем.
Петр Васильевич 48 çул ĕçленĕ. Кашни уйăхрах 3 пин тенкĕне яхăн пенси илет. Куçсем йăвашшипе икĕ хутчен операци витĕр тухнă. Ытти енчен хавшаман-ха.
— Халь пачах туртмастăп, эрех-сăра ĕçместĕп эпĕ. Сывлăх хаклă, — тет П. Кузьмин. — Пурăнас килет.