АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 101 çынна — обществăлла ĕçе

23 сентября 2008 г.

 

Н. А. районти пĕр предприятире вăй хунă. Анчах ĕç вырăнне чакарнă пирки вăл кăçалхи нарăс уйăхĕнче юратнă ĕçĕсĕр тăрса юлнă. Н. А. пирĕн патшалăх учрежденине килчĕ, эпир ăна ĕçсĕр тесе регистрацилерĕмĕр. Çу уйăхĕнче хайхискере обществăлла ĕç сĕнсе пăхрăмăр. Н. А. килĕшрĕ, икĕ уйăх хушши районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн муниципаллă предприятийĕнче райцентрти урамсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе вăй хучĕ.

Юлашки вăхăтра “Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин” Красноармейски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ” патшалăх учрежденийĕ хăйĕн ĕçĕнче тĕрлĕ формăсем шырать. Вĕсенчен пĕри — ĕçсĕр тесе регистрациленисене обществăлла ĕçпе тивĕçтерни. Обществăлла ĕç вăл — ĕçсĕр тăрса юлнă, ĕç шыракан çынсене хушма социаллă хÿтлĕх парас тĕлĕшпе учрежденисемпе, предприятисемпе тата организацисемпе килĕшÿсем туса вăхăтлăх ĕç тупса пани. Шăпах пирĕн патшалăх учрежденийĕ ĕçсĕррисене тÿлевлĕ обществăлла ĕç тупса парас тĕлĕшпе ĕçлесе пырать те ĕнтĕ. Эпир, ял хуçалăх предприятийĕсемпе килĕшсе, ĕçсĕррисене выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрленĕ, тыр-пул пухса кĕртнĕ çĕре явăçтарма тăрăшатпăр. Юлашки çулсенче вара, ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе килĕшÿсем туса, пирĕн çынсем урамсенче, халăх ытларах пурăнакан вырăнсенче тирпей-илем тăвас тĕлĕшпе ĕçлеме тытăнчĕç.

Обществăлла ĕçе хутшăнас тĕллевлĕ ĕçсĕр çынсемпе эпир сроклă ĕç килĕшĕвĕ тăватпăр. Патшалăх çăмăллăхне чи малтан ĕçсĕррисен пособине илменнисем, ĕçсĕр тесе 6 уйăх ытла учетра тăракансем туянаççĕ. Çавăн пекех пирĕн патăрта ĕç шырать тесе регистрациленисен те обществăлла ĕçе хутшăнма ирĕк пур. Çынна обществăлла ĕçе явăçтарнă чухне унăн сывлăхне, вăл миçе çултине, ĕç-хĕлне, ытти енĕсене шута илетпĕр. Енчен те ĕçсĕр çын яланлăх е вăхăтлăх ĕçе вырнаçсан унăн обществăлла ĕçĕнчи сроклă ĕç килĕшĕвне пăрахăçлатпăр.

Кăçал ĕçсĕррисене обществăлла ĕçе вырнаçтарма пирĕн учрежденипе районти 34 организаци килĕшÿсем турĕ. 2008 çулта вара пирĕн 130 çынна обществăлла ĕçе явăçтармалла. Паян кунччен çак мелпе 101 çын усă курчĕ. Январь — сентябрь уйăхĕсенче Красноармейски ял тăрăхĕнче 23 çын, ытти ял тăрăхĕсенче — 15, районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн муниципаллă предприятийĕнче — 18, Росгосстрахăн Красноармейски ялĕнчи страховани уйрăмĕнче 5 çын ĕçлерĕ. Çавăн пекех ĕçсĕррисене обществăлла ĕçе явăçтарас çĕрте çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕ (ГИБДД), район сучĕ, “Красноармейское” техника инвентаризацийĕн бюровĕ, регистраци палати, райпо, “Бытовик”, патшалăх пушар хуралĕн районти уйрăмĕ, “Красноармейскинчи МСО” ООО, “Красноармейск-Согласие” ял хуçалăх потребительсен кредит кооперативĕ, Именкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул, “Караево”, “Гигант”, “Заря” хуçалăхсем, В. Васильеван хресчен-фермер хуçалăхĕ, “Çеçпĕл” сад-ясли, район администрацийĕ, унăн вĕрентÿпе социаллă хÿтлĕх пайĕсем, Красноармейскинчи искусство шкулĕ, ыттисем пирĕн кулленхи партнерсем пулса тăчĕç.

Эпир кирек епле çынна та йывăрлăхра пулăшу кÿме, алă пама тăрăшатпăр. Акă, Г. Потапов райпора тăрăшнă, инвалида тухнă, ĕç вырăнне чакарнипе ĕçсĕр тăрса юлнă. Эпир Геннадий Ивановича обществăлла ĕç сĕнтĕмĕр, вăл Красноармейски ял тăрăхĕнче икĕ уйăха яхăн тирпей-илем ыйтăвĕпе ĕçлекен ушкăнта вăй хучĕ. Г. Яковлеван юлашки ĕç вырăнĕ — “Красноармейскагроинвест” предприятин секретарь-референчĕ. Ун хыççăн вăл пирĕн пата ĕçсĕр тесе учета килсе тăчĕ. Эпир ăна “Çеçпĕл” ясли-садра вăхăтлăх ĕç вырăнĕ сĕнтĕмĕр. Галина Геннадьевна пĕр тапхăр “Çеçпĕлте” воспитатель тивĕçĕсене пурнăçларĕ. В. Александров — районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн муниципаллă предприятийĕн котельнăй операторĕ. Хутмалли сезон вĕçленсен, вĕсем кĕркуннеччен ĕçсĕр пурăнаççĕ. Эпир Василий Гавриловича “Заря” хуçалăха тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ çĕрте пулăшу кÿме сĕнтĕмĕр. Вăл килĕшрĕ, пĕр вăхăтрах пособиллĕ, пурлăх пулăшăвĕллĕ, тырăллă пулчĕ. Кун пек тĕслĕхсене татах илсе кăтартма пулать.

Кăçал ĕçсĕррисене обществăлла ĕçе явăçтарнăшăн тÿлеме федераллă бюджетран 157800 тенкĕ пăхса хăварнă. Эпир ку таранччен 128343 тенкипе усă курнă. Çулталăк вĕçлениччен юлнă укçапа тĕллевлĕ усă курма пăхатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика