АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕр мăнтăрĕпе — выставка

23 сентября 2008 г.

 

Райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн ырă йăла пур. Çулленех ылтăн кĕр кунне çывхарсан, вăл районти шкулсенчи сăнав тата шкул çумĕнчи участоксенче çитĕнтернĕ тĕрлĕ культурăсен, пахча çимĕçсемпе сиплĕ курăксен выставкине йĕркелет.

Кăçалхи сентябрĕн 11—12-мĕшĕсенче вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕнче районти шкулсенче вĕренекенсем вĕренÿпе сăнав участокĕсенче туса илнĕ культурăсен, вĕсен опытпа сăнав ĕçĕсен кăтартăвĕсен выставка-куравĕ ĕçлерĕ. Мĕнле кăна пахча çимĕçпе сиплĕ курăк çитĕнтермен пулĕ кăçал вĕсенче. Выставка-куравра пулсассăн куç алчăрса каять. Шкул коллективĕсем унта çĕр улмипе купăстасăр, суханпа кишĕрсĕр пуçне ытти культурăсене те тăратма тăрăшнă. Авă, гимназистсем соя, пăрçа, фасоль, кĕçĕншетмĕсем арбузпа иçĕм çырли, сайра тĕл пулакан ытти çимĕçсем, чатукассисем груша, цилиндр евĕрлĕ хĕрлĕ кăшман, уписем йÿç кăшман, райцентрти иккĕмĕш вăтам шкултисем çарăк, карайсем кольраби купăсти, патиссон, алманчсем хĕп-хĕрлĕ помидорсем тăратнă. Ытти шкулсем те çу кунĕсенче тар юхтарни куç умĕнчех. Жюри — ун йышĕнче вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн çумĕ М. Голубев, информаципе методика центрĕн заведующийĕ М. Фризен, кунти Г. Николаевапа Н. Григорьева методистсем, общественность представителĕ — райадминистрацин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ В. Данилов — вĕренекенсен сăнав ĕçĕсене çак кăтартусемпе хакларĕç: опытпа тишкерÿ кăтартăвĕсен тематики ĕç планĕпе килĕшсе тăни; калчасене çитĕнтернĕ чухне агротехника комплексĕн мероприятийĕсене пурнăçлани тата фенолог сăнавĕсене дневникри сăнав кăтартăвĕсене шута илсе ирттерни; опытпа сăнав ĕçĕсен кăтартăвĕсене вырăнти ял хуçалăх производствинче ĕçе кĕртни. Жюри “Сăнавпа опыт ĕçĕ” номинацире шкул-çĕнтерÿçĕсене палăртрĕ. Пĕрремĕш вырăнта — Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул (вĕренÿпе сăнав участокĕн заведующийĕ Л. Фролова), иккĕмĕшĕнче — алманчсем (Г. Яковлева), виççĕмĕшĕнче кĕçĕншетмĕсемпе (Ю. Илларионов) гимназистсем (Р. Яковлева).

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика