19 сентября 2008 г.
РФ Пенси фончĕн районти управленийĕнчен çын татăлмасть. Тепĕр лавккаран та йышлă тейĕн çакăнта. Кашни çынăн хăйĕн ыйтăвĕ ĕнтĕ. Пысăках мар ĕçлĕ йышра Надежда Ивановна Димитриева специалист яланах хисепре. Вăл е ку ыйтупа килнĕ çынсем те ăна ырă пулăшупа усăллă канашшăн чун-чĕререн тав тăваççĕ.
Надежда Ивановна — Тусайран. Тирпейлĕхпе тасалăхшăн, çут çанталăк ырлăхĕпе илемлĕхĕшĕн çунакан пултаруллă хĕрарăм. Ялта, килĕнче тĕрлĕрен чечексем акса-лартса ÿстерессипе ăсталăх пухнă. Коллективра та алă усса лармасть специалист. Çак ĕçе пуçарать, ыттисене чечек ăстисен ĕçне явăçтарать.
Акă, кăçал тирпей-илем кĕртес енĕпе пынă районти смотр-конкурсра иккĕмĕш енпе виççĕмĕш вырăна РФ Пенси фончĕн районти управленийĕ çĕнсе илнĕ.
5-мĕш енпе 2-мĕш вырăна Упи ял тăрăхĕнчи Тусайри Димитриевсен хуçалăхĕ тивĕçнĕ. Çакăнта, паллах, кил хуçи хĕрарăмĕн — Надежда Ивановнан тÿпи иксĕлми.