19 сентября 2008 г.
Паллă ĕнтĕ, ЧР Президенчĕ Н. Федоров 2007 çулхи апрелĕн 20-мĕшĕнче “ЧР ветеранĕ” ята парасси Указа алă пуснăччĕ. Хальхи вăхăтра Красноармейски районĕнче пурăнакан миçе çын çак ята тивĕçнĕ-ха? Районти социаллă хÿтлĕх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, сентябрĕн 16-мĕшĕ тĕлне Трак тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакан 23 çын “ЧР ветеранĕ” пулса тăнă. Çав йышра — Тусайри Ливий Григорьев, Анат Кушарти Валентина Спиридонова, Пулайкассинчи Анатолий Кириллов, Нимĕчкассинчи Александр Петров, Супарти Зоя Федорова, Тватпÿртри Алина Федотова, Красноармейскинчи Альбина Соловьева, Валентина Федорова, Лев Мастеров тата ыттисем те.