19 сентября 2008 г.
Çапла каларĕ район пуçлăхĕ С. А. Николаев сентябрĕн 17-мĕшĕнче Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ шучĕпе Еншик Чуллăри А. Г. Николаев летчик-космонавт ячĕллĕ вăтам шкулта ял тăрăхĕн активĕпе йĕркеленĕ тĕл пулу вăхăтĕнче. “Эпир ЧР Министрсен Кабинечĕпе тунă килĕшÿпе ĕçлесе пыратпăр. Хальлĕхе ытти районсем хушшинче — 5-мĕш вырăнта. Ялсене çулсем хывас, вĕрентÿ, ытти енсемпе лайăх улшăнусем пур. Çапах ĕçлемелли татах та нумай-ха”, терĕ Станислав Андреевич. Акă, районĕпе тата 1 пин гектара яхăн тырă тунара ларать. Çанталăк çумăрлă тăни çине çеç йăвантарни вырăнсăр. Мĕншĕн-ха пĕрисем хура тар юхтарса вăй хунă вăхăтра теприсем тĕрлĕ сăлтав шыраççĕ? Акă, ку ял тăрăхĕнче вырнаçнă “Прогресс” хуçалăхра тĕш тырăсен 32 процентне çеç пухса кĕртнĕ-ха. “Вăхăтра ыйтаймарăмăр, асăрхаттармарăмăр кунти ертÿçĕсене, пирĕнте те айăп пур çак йĕркесĕрлĕхшĕн”, терĕ район пуçлăхĕ. Вăл ку хушăрах тĕш тырăн пĕтĕмĕшле тухăçĕ районĕпе иртнĕ çулхинчен нумайраххине, малтанхи çулхинчен ытларах çĕр улми лартнине (600 гектартан иртет), унăн пĕрре-виççĕмĕш пайне яхăн пухса кĕртнине, çакăнта ял ĕçченĕсене шкул ачисем пысăк пулăшу панине каларĕ. “Таябинкăра”, сăмахран, 4 шкул коллективĕ тимлет. Станислав Андреевич кунпа пĕрлех хуçалăхсенче усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне хăюллăнрах кĕртмеллине тепĕр хут аса илтерчĕ. Мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 800 пуç чакни те (“Янмурзино” ЯХПК-ан тата халăхăн) канăçсăрлантарать район пуçлăхне. Пĕчĕк предприятисене аталантарни малашлăха утăмлама такăр çул уçса парасса та çирĕппĕн ĕненет вăл.
Тĕл пулăва Федераллă казначействăн Чăваш Енри Управленийĕн ертÿçи И. Н. Клюкова тата ку Управленин районти уйрăмĕн ертÿçи Г. Е. Иванов та хутшăнчĕç. Ирина Николаевна Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕн темисене туллин çутатма тăрăшрĕ. Н. В. Федоров Президент ял хуçалăхне пулăшу кÿме нумай вăй хунине уйрăммăн палăртса хăварчĕ вăл. Ытти ыйтусемпе пĕрлех çул-йĕр хăрушсăрлăхне йĕркелесси çинче те чарăнчĕ. Юлашки 10 çулта çеç, ав, Раççейре аварисенче 333 пин çын вилнĕ. Мускавпа Санкт-Петербургри, ытти пысăк хуласенчи евĕрех, халĕ Шупашкарта та автомобиль “пробкисене” куратăн. Хамăр республикăра çеç-ха тата кăçал 2222 авари пулнă. Çаксем, паллах, кашнинех шухăша ямалла. Ирина Николаевна кунпа пĕрлех финанс тытăмĕнчи лару-тăру, республика малашне 3 çуллăха йышăнакан бюджетпа ĕçлеме тытăнасса каларĕ.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Т. Васильев вара уй-хирти ĕçсем, çул-йĕр тăвасси пирки чарăнчĕ. Геннадий Трифонович ял тăрăхĕн администрацийĕ тĕслĕх библиотекăсене 2009 çулхи I çур çулшăн хаçат-журнал çырăнма 5-шер пин, клуб учрежденийĕсене 2,5-шер пин тенкĕ уйăрни çинчен пĕлтерчĕ, каярахпа татах та хушса пама пулнине палăртрĕ. Шкулти учительсемпе ашшĕ-амăшĕсен те подписка кампанийĕнчен аякра тăрас марччĕ.
Информаци ушкăнĕн членĕсем патне ыйтусем те сахал мар пулчĕç. Пĕрне, ав, Çĕнĕ Супара çитерекен çула хĕлле тасатса тăрасси, теприне Санькассинчи ФАП шăпи, виççĕмĕшне Вăрманкас çулне туса пĕтересси интереслентерет. Ырă хыпар та пĕлчĕç тĕл пулура ял çыннисем: çывăх вăхăтрах “Санькасси — Карай” маршрутпа 267-мĕш номерлĕ рейслă “Газель” çÿреме тытăнать.
“Заря” хуçалăх ертÿçи Н. В. Петров калани те шухăша ярать. Сĕт хакĕ те тивĕçтермест, ыттисен шухăшне те палăртрĕ Н. В. Петров председатель, “нивушлĕ минерал шывĕнчен те йÿнĕрех пулмалла унăн”, терĕ. Паллах, хресчене хумхантаракан, пăшăрхантаракан ыйтусене тĕрĕсех çĕклет вăл, лару-тăру улшăнасса хăй те тем пекех кĕтет. Агрономра нумай çул вăй хунă К. Степанов та хаксен ыйтăвнех хускатрĕ. “Чустайĕнче, 12 гектар çинче, йĕпе-сапара та тыр-пул çитĕнтернĕ. Патак çырми патĕнчи çĕр халĕ те, ав, юхăнса усăсăр выртать”, терĕ Климентий Степанович хушса.
Çакăн пек ыйтусем те пулчĕç тĕл пулура: В. А. Васильева çĕршĕн тырă, улăм пама шантарчĕ. Кĕтсе илĕпĕр-ши? Ферма территорийĕнче хуçасăр йытăсем нумайланни, çывăхран иртсе çÿреме хăрушши пирки те каларĕç.
И. Н. Клюковапа С. А. Николаев шкулта вырнаçнă тĕслĕх библиотекине кĕрсе курчĕç, кунти музейпа, мастерскойпа, вĕрентÿ пÿлĕмĕсемпе паллашрĕç.
* * *
Пирĕн ушкăн (унта районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Л. Киселев, “Халăха социаллă пулăшу паракан Красноармейскинчи центр” республика патшалăх учрежденийĕн директорĕ А. Никитин, Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Шестаков кĕчĕç) Крентейкасси ялĕнче пулчĕ.
Юлашки кунсенче çунă çумăрсем çĕр ĕçченне уй-хирте çитĕнтернĕ пуянлăха пухса кĕртме чылай чăрмантарчĕç. Çакна Крентейкассине каякан автоçулăн икĕ енĕпе вырнаçнă уйсене сăнаса пынă май питех те аван туятăн.
Информаци ушкăнĕ Л. Артемьев хресчен-фермер хуçалăхĕнче ĕçлекен çынсен ушкăнĕпе тĕл пулса калаçрĕ, информаци кунĕн темисемпе паллаштарчĕ.
— Л. Артемьевăн çĕр улми пуссисем икĕ çĕрте вырнаçнă, 17 гектарлинче пĕр 7 гектар юлчĕ пулĕ, 13 гектарне вара вуçех тĕ-кĕнмен, — тет И. Иванов хурал-çă. — Шултрине Шупашкара ăсататпăр, вăтаммине вăрлăх-лăх хыватпăр. Çак çумăрсем чăрмантарман пулсан, паян ĕçсене вĕçленĕ пулăттăмăр. Эпир çĕр улми пуссине сентяб-рĕн 5-мĕшĕнче тухнă. Юлашки кунсенче 4 ялтан 6 ушкăн “иккĕмĕш çăкăр” пухрĕ.
— Л. Артемьев патĕнче ĕçлеме кашнинех кăмăл пур, — тет П. Иванова ĕçчен. — Вăл иртнĕ çул Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунне халалланă Йÿçкассипе Крентейкасси ялĕсенчи мероприятисене ирттерме 1000-шер тенкĕ укçа хыврĕ, йÿçкассисене Çĕнĕ çул уявне йĕркелеме пулăшрĕ. Тен, çавăнпах кăçал та Йÿçкассинчи Р. Тимофеевапа Н. Степанова пенсионеркăсем хаваспах çĕр улми пухма тухрĕç.
Ăмăр та сивĕ çанталăкри калаçу вăраха пымарĕ.
Ун хыççăн информаци ушкăнĕн членĕсем Красноармейски ял тăрăхĕнче çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.
Йышăнура 8 çын пулнă. Вĕ-сем, тĕпрен илсен, хваттер условийĕсене лайăхлатас, уйрăм çурт лартма çĕр илес, тирпей-илем ыйтăвĕсене çĕкленĕ.