19 сентября 2008 г.
Район территорийĕнче сентябрĕн 1—10-мĕшĕсенче йĕркелĕхе пăснине кăтартакан оперативлă сводкăран.
- Сентябрĕн 1-мĕшĕнче Çĕньял Чуракассинчи пĕр килте пĕр арçын, 1967 çулта çуралнăскер, хĕрарăма хĕненĕ.
- Сентябрĕн, 4-мĕшĕнче Тусайра пурăнакан пĕр хĕрарăм, 1951 çулта çуралнăскер, кÿршин килкартине кĕрсе 1927 çулта çуралнă хĕрарăма патакпа хăратнă.
- Сентябрĕн 5-мĕшĕнче Красноармейскинче пурăнакан пĕр арçын хăйĕн килĕнче сăлтавсăрах Чатукассинче пурăнакан хĕрарăма çапса пĕтернĕ.
- Сентябрĕн 5-мĕшĕнче Кÿлçырмари 1978 çулта çуралнă арçын пĕрле пурăнакан, 1982 çулта çуралнă хĕрарăма “тип мунча” кĕртнĕ.
- Сентябрĕн 10-мĕшĕнче Пикшик çывăхĕнчи заправка станцийĕнче, иккĕшĕн хушшинчи тавлашу вăхăтĕнче, Арменире çуралнă 1980 çулхи çамрăк ЗАО “Ламăн” начальникне Шепилова питрен чышкăпа çапнă. Вăл асфальт çине çапăнса пуçне амантнипе вырăнтах вилсе кайнă.
- Асăннă тапхăрта виçĕ çын вилнĕ. Пĕри — хĕрарăм, 1928 çулта çуралнăскер, тепри уксус кислотине ĕçсе, виççĕмĕшĕ — иккĕмĕш ушкăнри инвалид — çакăнннипе çут тĕнчерен уйăрăлнă.