АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мархваран юлмастпăр

19 сентября 2008 г.

 

Мархва карчăк йăранĕ çине пĕр мăкăнь вăрри таçтан килсе ÿкнĕ. Вăл шăтнă, ÿснĕ, чечеке ларнă. Йăранне икĕ-виçĕ хут та çумларĕ — тĕкĕнмерĕ ăна Мархва карчăк. “Илемлĕ. Лартăр-иç”, — терĕ.

Пралукпа иртсе пынă чухне мăкăне Иван Çимунчă участковăй асăрхарĕ. “Наркотик. Немедленно уничтожить!” — çырса хучĕ вăл блокночĕ çине.

Ирхине урам енчи кантăк умĕнче мăнукĕ валли çăм чăлха çыхса ларакан Маюк кинемей хăйсен умĕнчен участковăй машини иртсе кайнине курса юлчĕ. Урайĕнче, ури вĕçĕнче, тĕлĕрсе ларакан кушак аçинчен такăнса кайсах кантăкран пырса уртăнчĕ. “Мархва патне кĕчĕ. Тем пулман пулĕ те. Калаканччĕ-çке”, — хăй тĕллĕн калаçса илчĕ вăл.

Пукан çине уртса янă тутăрне пуç тавра туртса çыхрĕ. “Турра шанса туясăр çула ан тух”, — тенешкел туя тытрĕ. “Тур çырлахтăрах!” — тесе пÿртрен тухса утрĕ. Пичĕ çине юхса аннă кăвак çÿçне пуçтара-пуçтара Мархва карчăкăн мунчи кĕтессине пырса тăчĕ.

Кунтан, карта хушăкĕнчен, йăлтах курăнать: Иван Çимунчă участковăй пăлтăр пусми çинче çырса ларать. Ун умĕнче Мархва карчăк тăрать. Аллисемпе хăлаçланса участковăйне темскер ăнлантарть.

Хăлхине тутăр айĕнчен кăларсах итлерĕ пулин те, Мархва карчăкăн сăмахĕсене Маюк кинемей лайăххăн илтсе юлаймарĕ. Участковăй: “Алă пус!” — тенине пит тĕрĕс илтрĕ. “Ахальтен алă пустармасть. Мархвана илсех каять ĕнтĕ”, — шухăшларĕ вăл. Унталла-кунталла пăхрĕ. Чалăшла пурăнакан Уртем мучи патне чупнă пек кĕрсе кайрĕ.

— Атя-ха, Уртем! Мархвана илсех каять пулмалла! — терĕ.

— Кам?

— Милици!

Участковăйне ăсатма кил умне Мархва карчăк та тухрĕ. Машина ăшне ларма хатĕрленнĕ Маюк кинемейпе Уртем мучирен:

— Эсир ăçта? — ыйтрĕ участковăй.

— Хуть те мĕн ту! Эпир Мархваран юлмастпăр, — терĕç хайхискерсем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика