АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ответлă тапхăра пур енлĕн кĕтсе илмелле

19 сентября 2008 г.

 

Трак енре фермăсене хĕле хатĕрлемелли ик уйăхлăх вĕçленсе пырать. Районта ăна йĕркелесе ирттерес тата унăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетес тĕлĕшпе туса хунă ятарлă комисси вырăнсенче ку енĕпе мĕнле ĕçленипе тăтăшах интересленсе тăрать. Акă, сентябрĕн 16-мĕшĕнче унăн членĕсем тулли мар яваплă “Красное Сормово”, “Волит” пĕрлешÿсемпе “Караево” ял хуçалăх производство кооперативĕнче пулса, вĕсенчи лару-тăрупа интересленчĕç.

“Красное Сормовора”, пĕтĕмĕшле илсен, обществăлла выльăх-чĕрлĕхе тулăх хĕл туса парассишĕн нумай тăрăшнă: утă — 200, сенаж 2000 тонна янтăланă. Кунсăр пуçне тырă сенажĕ хывма палăртнă. Çанталăк уяртсанах çак ĕçе кÿлĕнмелле-мĕн. Сенаж хывас çĕре, Т. Иванова тĕп зоотехник пĕлтернĕ тăрăх, ĕç вăйĕ çитменнипе Çирĕклĕри мăйракаллă шултра выльăхсен тата Яманакри сĕт-çу фермисенчи выльăх-чĕрлĕх пăхакансем те хастар хутшăннă. Иртнĕ çул реконструкциленĕ вите лайăхах. Тĕрĕссипе каласан, ку ферма районта ыттисемшĕн паха тĕслĕх пулмалла. Анчах та кунта кăçал дезинфекци туман. Тепре ĕнисем те ытти чухнехи пекех таса мар. Паллах, çакă кунти ĕне сăвакансемпе ферма заведующине пĕртте чыс кÿмест.

Паянхи кун яманаксем продукцие чи лайăх сортпа ăсатаççĕ. Кулленхи сăвăм фермипе 1800 килограмм ытла. Продуктивлăх, паллах, паниçкесене мĕнле тăрантарнипе çыхăннă. Хальлĕхе вĕсен рационĕ чухăн темелле мар. Ĕне пуçне куллен салат пăтти —5, фураж — 2, тырă сенажĕ (вăл пĕлтĕр хывнăскер, пахалăхĕ лайăх) 25—30 килограмм таран тивет. Юлашки вăхăтра тăтăшах çумăрлă çанталăк тăнине пула ĕне кĕтĕвне уя илсе тухмаççĕ.

Ку пĕрлешÿре çынсен ĕçне çăмăллатас тĕлĕшпе çине тăраççĕ çеç мар, вĕсен кану условийĕсене лайăхлатассине те тĕпе хураççĕ. Акă, вĕсем валли кăçал евроюсав ĕçĕсем ирттерсех ятарлă пÿлĕм туса панă. Унта халĕ ăна йĕркене кĕртес тĕлĕшпе тимлеççĕ. Вăл ытти фермăсемшĕн чăннипех кăтартуллă пулмалла.

— Мĕн палăртнине пĕтĕмпех пурнăçа кĕртеймерĕмĕр: Çирĕклĕре урай хăмисене çĕнеткелерĕмĕр, анчах маччана йĕркене кĕртме ĕç вăйĕ тивĕçмерĕ. Яманакри сĕт-çу ферминчи тепĕр витене те реконструкцилемеллеччĕ, шел, алă вăйĕ тивĕçмерĕ… — тет Татьяна Николаевна.

Çулталăк вĕçнелле кунта сăвакан ĕнесен йышне 200 пуçа çитерес тĕллев лартнă.

“Волитра”, Т. Петрова ертÿçĕ каланă тăрăх, Йĕпремри сĕт-çу ферминче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Кăçал ку обăекта ĕçе кĕртес тĕллев тăрать. Ĕне выльăхсем валли утă — 110, силос — 1000, фураж 150 тонна хатĕрленĕ. Пире кунти чăп-чăмăр çамрăк пăрусем кăмăла кайрĕç. Вĕсене пăхса ытармалла мар.

— Ку таранччен варвиттие ерсе асаплантармарĕç-ха, тьфу, тьфу! — тет Ирина Федотова тĕп зоотехник. — Селка РН пани усăна каять пулас. Килте те, “Мичуринец” хуçалăхра та кун пек ÿтлĕ пăрусене курман эпĕ…

Тин çеç кун çути курнă пăрусене кунта ир те каç (анчах сунă 1 л сĕт çине 2 мл ярса, кефир туса ĕçтереççĕ. Çапла 2—3 уйăх таранах. Çакă вĕсене лайăх аталанма пулăшать, имĕш. Николай Осипов ĕçчен чеченскерсене юратса пăхать.

“Караевора” Кÿлхĕрринчи сĕт-çу комплексĕнчи ĕне витисене реконструкцилесси вăраха тăсăлнипе лару-тăру çăмăлах мар. Галина Васильева заведующи пĕлтернĕ тăрăх, хĕле хатĕрленес тĕлĕшпе ĕçлемелли пур-ха. Пăрусем патĕнче урай хăмисене çуррине çĕнетнĕ, тепĕр çуррине çук-ха. Витесене дезинфекцилемен. Кадрсен ыйтăвĕ те çивĕчленнĕ. Ылмаштаракан дояркăна шутласан, виçĕ çын çитмест. Мĕншĕн халăх фермăран сивĕнчĕ — тĕлĕнтерет. Чипер ĕçлесен укçи те япăх мар ларать пек… Апат енчен илсен ытла йывăрлăхсем пулмалла мар-мĕн. Силос 2100 тонна хывса хăварнă. Унăн пахалăхĕ япăх мар. Улăмĕ пур. Кăçал ытти çулсенчи пек выльăх кăшманĕ çук та, ку çухатăва салат пăтти туянса саплаштарма шутлаççĕ. Тата куккурусран 600 тонна силос хывнă. Хальхи вăхăтра ĕне пуçне рационпа фураж — 4, силос 30 килограмм тивет. Кунсăр пуçне улăм та параççĕ. Йĕпе-сапа тăнă май ĕнесене çитерме уя кăлараймаççĕ.

Фермăна пулăшма куллен уй-хир бригадисен членĕсем килеççĕ. Акă, хальхинче те вĕсем хĕрсех лавсем çине силос тиетчĕç. Çав йышра — Зоя Семеновапа Домна Дмитриева, Аполида Степановапа Елена Спиридонова. Вĕсем Андрей Петровпа Николай Дмитриева тата Галина Михайлова выльăх пăхакансене пулăшаççĕ, ĕне выльăхсен продуктивлăхне ÿстерес çĕре хăйсен тÿпине хываççĕ.

— Çумăр витĕрех ĕçлерĕмĕр ĕнер, ниçта тип вырăн юлмарĕ: 15—20 лав тиерĕмĕр, выльăхсене выçă тăратаймастăн вĕт, — тет Зоя Алексеевна. — 10 лав силос, ытти — улăм.

Йĕпе-сапаллă çанталăкра ферма ĕçченĕсен ĕçĕ самай йывăрланать. Çак чăрмавсене чăтăмлăн ирттерме вĕсене вăй-хал пултăрччĕ.

Умра — сивĕсем. Çавăнпа та вырăнсенче хĕле тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илессишĕн хăйсенчен мĕн килнине пурне те тума тăрăшасчĕ. Çавăн чухне çеç йывăр экзамена тивĕçлипе тытма пулĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика