АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атăлçи округĕнче — пĕрремĕшсем

19 сентября 2008 г.

 

Сентябрĕн 12—14-мĕшĕсенче Чĕмпĕр хулинче Атăлçи федераллă округра 1993—1994 çулсенче çуралнă арçын ачасемпе хĕр ачасем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешсе мала тухассишĕн ăмăрту иртрĕ. Унта 11 облаçпе республикăри 250 атлет хутшăнчĕ. Чăваш Енпе Тутарстан тата Чĕмпĕр облаçĕн командисем чи йышлисем пулчĕç.

Асăннă ăмăртура Трак енри “Вольник” спорт клуб воспитанникĕсем хăйсене лайăх енчен кăтартрĕç. Тĕслĕхрен, Красноармейскинчи Айгуль Дуйсембаева 32 килограмм таякан хĕр ачасен тупăшăвĕнче, Оксана Дуйсембаева (37 кг) çĕнтерÿçĕсен ятне тивĕçрĕç. Кĕçĕн Шетмĕри Зина Петровапа (32 кг) Алена Игнатьева (34 кг) иккĕмĕш призерсем пулса тăчĕç. Райцентрти Галина Дуйсембаевапа (48 кг) Янкасри Фарух Махмадалиев (35 кг) тăваттăмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Айгульпе Оксана Дуйсембаевасен, Алена Игнатьевапа Зина Петрован хăйсен ÿсĕмĕнчи хĕр ачасем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешсе Раççейре мала тухассишĕн Оренбург облаçĕнчи Бугуруслан хулинче иртекен ăмăртура Атăлçи федераллă округ чысне хÿтĕлемелле пулать. Вĕсене унта та ăнăçлă кĕрешме ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Юлашкинчен çакна палăртса хăварас тетĕп. Чĕмпĕре эпир 2 çăмăл машинăпа кайса килтĕмĕр. Пĕринпе Закир Махмадалиев пычĕ. Спортсменсене тĕрлĕ ăмăртусене илсе çÿреме вăл пире нумай пулăшать. Ăна пулах Пушкăртстанра та вăй виçме пултартăмăр. Çавăнпа та ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен районти федерацийĕ тата “Вольник” спорт клуб “Ырă ĕçсен çулталăкĕнче” çакнашкал ырă ĕç тунăшăн Закир Махмадалиева ăшшăн тав туса, иксĕлми пысăк вăй-хал, ырлăх-сывлăх сунаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика