АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çапла пурăннă, ĕçленĕ

19 сентября 2008 г.

 

Архив докуменчĕсем тăрăх, Етĕрне уесĕнче Сурăм лесничествине 1918 çулхи мартăн 30-мĕшĕнче йĕркелени паллă. Вăл Чăваш Сурăм вулăсĕнчи Мăн Шетмĕ ялĕнче вырнаçнă. Унăн пĕрремĕш лесничийĕнче Иван Павлович Соснин тăрăшнă.

Лесничествăн пĕтĕмпе вăрман лаптăкĕ — 10828,45 теçеттин (хальхи виçепе — 1,09 га), çав шутра Юнтапа дачин — 2137,5 теçеттин, Анаткасăн — 1892 тата Етĕрнепе Нурăс, Çĕрпÿ уесĕсенчи уйрăм çынсемпе монастырьсен, общественноçăн вăрманĕсем — 7298,95 теçеттин.

Лесничествăн вăрманĕсем 80 çухрăм тăсăлнă. Вĕсенче хуçалăха тытса тăма тата хураллама мĕн пурĕ виçĕ обăездпа 30 обход (çаврăнса каймалли вырăн е çул) тунă. Хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе лесничество Хусан кĕпĕрнинчи çĕр управин (патша Раççейĕнчи учреждени) çĕр пайĕнче отчет тунă, уесри вăрман инспекторне пăхăннă, хăйĕн ĕçĕнче лесничество канашĕпе килĕшсе вăй хунă.

Обществăлла çĕрсем 1924 çултан тытăнса усă курма майĕпен ял общинисен аллине куçнă. Лесничество асăннă çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа августăн 1-мĕшĕччен ял общинисене 3921,89 теçеттин вăрман тавăрса панă. 1926 çул тĕлне Сурăм лесничествин пĕтĕмĕшле вăрманĕ 3856 гектар юлнă. Çав шутра — юман йывăç тăрăхĕсем — 2120,9 гектар, е 29,5 процент, ытти йывăçсем 481,1 гектар е 13 процент.

Çамрăк вăрман тăрăхĕ — 41,6, ÿссе çитнĕ вăрман тăрăхĕ 42,2 процент лаптăк йышăннă.

Лесничествăн вăрман лаптăкĕсене сахаллатнă май, унта ĕçлекен çынсен йышне те чакарнă. 1926 çул тĕлне лесничествăра çак должноçсем: лесничий, лесничие пулăшаканĕ, хутсемпе ĕçлекен (делопроизводитель), счетовод, обăезчиксем — 2, лесниксем — 16, пĕтĕмпе 22 çын пулнă.

Вăрман тăрăхĕсене лартас çĕре вырăнта пурăнакан çынсене, уйрăмах шкул ачисене явăçтарнă. Вăрмансем çинчен калакан саккун (ăна 1918 çулхи майăн 27-мĕшĕнче йышăннă) вăрман лартса чĕртес çĕре çут ĕç органĕсемпе килĕшсе (39-мĕш статья) ĕçлеме шкул ачисемпе вĕрентекенсене хутшăнтарнă. Унпа пĕрлех çулленех “Вăрман кунне” паллă тума йышăну кăларнă.

“Вăрман кунĕ” хресченсемпе вăрман ĕçченĕсем хушшинче вăрмансемпе сад-пахчасем тата парксем лартса чĕртес енĕпе пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнăва вăйлатма, çитĕнекен ăрăва экологи тĕлĕшĕнчен воспитани пама тата çут çанталăка чун-чĕререн юратма хавхалантарнă, пулăшнă, тĕрев пулнă.

Вăрманçăсен ĕçĕ-хĕлне 1918—1928 çулсенче районсенчи вăрман инспекторĕсем, сăмахран, Сурăм лесничествине Э. И. Родминский, П. Э. Эггерт, В. И. Зорин, П. И. Широков тата ыттисем те тĕрĕслесе тăнă, вĕсем, паллах, лесничествăна аталантарас çĕре хăйсен тÿпине хывнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика