19 сентября 2008 г.
Хунямаллă пуличчен мĕн тарăхтарман пуль мана Хĕветÿç акай. Ара хĕрне, каç пулсан, кил умĕнчен пит аякалла ярасшăн мар. Вырăсла алăк умĕнче тăнă чух та е çенĕке, е крыльца çине тухса итлет. “Пĕр каçхине хĕрне: “Маруç! Маруç!” — тесе темиçе хутчен те чĕнчĕ. Эпир шарламарăмăр. Унтан: “Çав Микихвер тăсланкиех хĕр ăсне пăтратать”, — тесе хучĕ. Ăх, тарăхса кайрăм.
Çуркунне пулчĕ-ха ку. Çур çĕр çитеспе Маруç киле кĕчĕ. Эп вĕсен умĕнче каллĕ-маллĕ уткаласа çÿрерĕм. Уйăх çути çап-çутă. Ăшă. Маруçсен çенĕк алăкĕ уçăлса хупăнни илтĕнчĕ. Пÿрт умĕнчи карта кĕтессине пырса тăтăм. Амăшĕ! Картиш варрине пĕшкĕнсе ларнăччĕ кăна — карта çине çакса янă кив кăçатă куç тĕлне пулах кайрĕ. Илтĕм те, картишнелле пĕррех петĕм. Вăл Хĕветÿç акай çурăмĕ çине кÿп! туса ÿкрĕ...
Ирхине ирех Хĕветÿç акай пирĕн пата вĕçтерсе çитрĕ. Урайне туйипе таклаттарса:
— Санпа тем курса ларасси пулĕ! Маруçа халех пырса илсе кил! — терĕ.