16 сентября 2008 г.
Кĕçĕн Шетмĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта уявсемпе паллă кунсене халалласа тĕрлĕрен выставкăсемпе куравсем тăтăшах йĕркелеççĕ. СССР летчик-космонавчĕн, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕн А. Г. Николаевăн çуралнă кунне халалласа И. Афанасьева библиотекарь “Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ А. Г. Николаев” курав йĕркелерĕ. Унта вĕренекенсем Андриян Григорьевич пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне çутатакан сăн ÿкерчĕксемпе, тĕрлĕ çулсенче хаçат-журналсенче пичетленнĕ статьясемпе, кĕнекесемпе паллашма пултарчĕç. “Мухтанатпăр эпир санпа А. Николаев” темăпа йĕркеленĕ калаçусем те ачасен асĕнче юлĕç.
Кĕçĕн Шетмĕри тĕслĕх библотекăра “Пĕлетĕр-и эсир А. Николаева?” конкурс иртрĕ. И. Ришко, Н. Афанасьев, Надьăпа Настя Козловасем мухтавлă ентеш çинчен нумай пĕлни палăрчĕ.