16 сентября 2008 г.
Ыран, сентябрĕн 17-мĕшĕнче, юн кун Трак тăрăхĕнче те Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет. Унăн темисем: ял хуçалăхĕнчи вырма ĕçĕсем тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2008 çулхи мартăн 28-мĕшĕнчи 68-мĕш номерлĕ “2008 çулта уй-хирти сезонлă ял хуçалăх ĕçĕсене ирттерессине йĕркелемелли мерăсем çинчен” постановленине тĕпе хурса çĕрсемпе эффективлă усă курнине пурнăçлани çинчен; 2008 çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене суйламалли республикăн муниципаллă 12 йĕркелĕвĕнче хушма суйлавсем ирттерме хатĕрленесси çинчен; ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем умĕнче çул-йĕр хăрушсăрлăхне йĕркелес тата ачасем çул-йĕрте аманасран асăрхаттарас енĕпе тăракан задачăсем çинчен; ĕçлев пенсийĕн накопительнăй пайĕн хушма страховăй взносĕсем тата пенси накопленийĕсем йĕркелеме патшалăх пулăшу кÿни çинчен; подписка кампанийĕ епле пыни çинчен.
Информаци ушкăнĕсем пĕчĕк тата аякри ялсенче пулаççĕ, халăхпа тĕл пулса калаçаççĕ. Предприяти-организацисенчи ĕç коллективĕсемпе курнăçнă вăхăтра та вĕсем актуаллă ыйтусене хуравлаççĕ, граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнассине те йĕркелеççĕ.
Ку хутĕнче пирĕн района федераллă казначействăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертÿçи Ирина Николаевна КЛЮКОВА ертсе пыракан ушкăн килмелле.