16 сентября 2008 г.
— Тăваттăмĕш кун çĕр улми пуçтаратпăр. Ирхи 8 сехет çурăран пуçласа кăнтăрла иртни 4 сехетченех. Авă, халĕ те виçĕ сехет иртнĕ, пуçтармалли вара чылай. Ана тăршшĕ 900 метр вĕт, — терĕç “Çĕрпÿ — Красноармейски” автоçулăн сылтăм енче вырнаçнă çĕр улми пуссинче вăй хуракан шкул ачисем.
Тулли мар яваплă “Таябинка” агрофирма” пĕрлешÿн Именкасси ялĕ çумĕнче вырнаçнă “иккĕмĕш çăкăр” пуссинче Алманчри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 8—11-мĕш классенче вĕренекенсем вăй хуратчĕç. Кунта çĕр улми миххисемпе сеткисем тăршшĕпех ларса тухнă. Эпир кунта сентябрĕн 11-мĕшĕнче пултăмăр.
— Копалки тата ăçта? — ыйтрĕ ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Ю. Петров.
— Ăна киле ятăмăр-ха. Мĕншĕн тесен кăларса хуни те пире пуçтармалăх çитет, ку касăсене 4 сехетчен пуçтарса ĕлкĕрейĕпĕр-и, — терĕ А. Васильева. Алевтина Дмитриевна — 8-мĕш класс ертÿçи. — Ачисем тăрăшсах ĕçлеççĕ. Кунта такам çине шанмалли çук. Кăларнине пуçтарса пĕтермесĕр киле каяймастăн… Авă Именкасси шкулĕн ачисем паçăрах кайрĕç, — аллипе анан тепĕр енне сĕлтсе кăтартрĕ вăл. — Эпир 50-ăн, вĕсен йышĕ пĕчĕкрех…
Ачасем васкасах çĕр улми пуçтараççĕ, ара, ана вĕçне тухмасăр киле каяймастăн вĕт.