АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ах, ку шăпчăк юрри

16 сентября 2008 г.

 

Ял вĕçĕнчи йывăçлăхра ватă тата сусăрланнă çынсен вăхăтлăха пурăнмалли уйрăмĕ пур. “Ваттисен çурчĕ”, теççĕ ăна.

Михаил Петрович Пинигин ваттисен çуртне анчахрах-ха килнĕ. Пÿлĕмре вĕсем виççĕн — пурте пĕр ÿсĕмри çынсем. Пĕри пенсие тухиччен караул начальникĕ пулнă тет-и — Пинигина ирех кăшкăрса тăкрĕ. Тепри, мăштăркка çын, ун çине куç хÿрипе пăхса илчĕ те, кăштăртаттарса пырса, кантăкран тулалла пăхрĕ. Пинигин ассăн сывласа илчĕ. Çак вăхăтра унăн кампа та пулин шутсăр калаçас килчĕ. Вăл картишне тухрĕ, хăма сак çине ларчĕ.

Улмуççисем шап-шурă çеçкеленнĕ. Лаштра çĕмĕрт ăшĕнче шăпчăк шарлаттарса юрлать: тăрли-тăрли-тăрли-тăрли, чап-чап-чап, тăр-тăр-тăр!

Пинигин хăй те сисмерĕ, сасăпах:

— Ах, ку шăпчăк юрри! — терĕ.

— Мĕнешкел илемлĕ! — илтĕнчĕ юнашарах хĕрарăм сасси. — Мĕн пĕччен тата?

Ку кунта ĕçлекен Анна Павлова пулчĕ.

— Эсир ларсассăн иккĕн пулатпăр, — куларах каларĕ Пинигин.

Анна Павловна сак вĕçне вырнаçрĕ. Пĕр хушă иккĕшĕ те чĕнмерĕç. “Мĕн илсе килнĕ-ши ăна ваттисен çуртне?” шухăшларĕ Пинигин çинчен Анна Павловна. “Çумах килсе ларчĕ. Кун пек хĕрарăм пĕччен пурăнас çук-ха,” — шухăшларĕ Анна Павловна çинчен Пинигин та.

— Заведующи ыран çĕр улми лартас пек каларĕ, — тесе хучĕ Анна Павловна, ним тупса калама аптраса. — Каям-ха.

“Тепĕртак ларăр. Ан кайăр ĕнтĕ”, — тесшĕнччĕ Пинигин — вăл тăрса утрĕ.

Ирхине пахчана ыттисемпе пĕрле ваттисем те тухрĕç. Пинигин кĕреçепе ĕçлерĕ. Анна Павловна ун хыççăн çĕр улми лартса пычĕ.

— Ытла та килĕшÿллĕ ĕçлетĕр. Çамрăк мăшăртан пĕртте кая мар, — терĕç вĕсене, кулкаласа.

Кун пек калани Анна Павловнапа Пинигина те килĕшрĕ, те килĕшмерĕ — вĕсем шарламарĕç. Пĕр-пĕрин çине кăмăллăн пăхса илчĕç кăна. Сăнĕсенче ăшă кулă палăрчĕ.

Ку ĕçе пĕр сехетрех туса пăрахрĕç. Алăсене çунă чухне Анна Павловна Пинигин хулпуççийĕ çине шурă алшăлли пырса уртрĕ.

Лаштăрах халтан кайрĕ паян Анна Павловна. Киле килсен те канма вăхăт пулмарĕ унăн. Йăрансене шăварчĕ, инкубатор чĕпписене пĕр çĕре пуçтарса хупрĕ. Сахал-и арсăр-йышсăр хĕрарăм валли кил-çуртра ĕç?!

Тепĕр кунне хăйне пулăшма вăл Пинигина чĕнчĕ. Лешĕ хаваспах килĕшрĕ. Иккĕшĕ купăста лартрĕç.

— Эп ку арçынна таçта курнă.

— Ваттисен çуртĕнче пурăнать вăл!

— Ха, епле шăкăл-шăкăл калаçаççĕ, — терĕ иртен-çÿрен, вĕсем çине пăхса.

Тулта тĕттĕмленчĕ. Чун-чĕрене ăшăтакан хĕрарăм сасси хăйне пÿрте кĕме чĕнни Пинигина çунатлантарчĕ, пурнăçри тĕрлĕ ÿпкеве мантарчĕ. Кил хуçи саракан матрас та ăна ваттисен çуртĕнче хăй выртакан матрасран çемçерех те пахарах курăнчĕ.

Хĕвел ял вĕçĕнчи йăмра çÿллĕш хăпарнă. Анна Павловнăпа Пинигин урама пĕр алăкпа тухрĕç. Пĕри ĕçе, тепри хăй пурăнакан вырăна улăштарни çинчен ваттисен çурчĕн заведующине пĕлтерме васкарĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика