АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырăсла пĕлменни касать

16 сентября 2008 г.

 

1937 çулта Васнарти Петр Тимофеев Улатăрти чукун çул техникумне вĕренме кĕрет. Пĕр уйăх иртет çапла, иккĕ… Ĕнтĕ çимеллисем те сахалланса пыраççĕ, кĕсье те кунран-кун çÿхелет. Мĕнле пурăнмалла капла? Киле кайса килмелле мар-и? Анчах мĕнле майпа? Сăлтавсăр вĕренÿрен пăрăнма юраманнине аван пĕлнĕ вăл. Шухăшланă-шухăшланă та майне тупнă. Чире пемелле?!

Акă вăл шурă халатлисен пÿлĕмĕнче.

Врач: Что болит?

Петр: Живот.

Врач: Еще что болит?

Петр: Голова.

Врач: Еще что?

Петр: Спина.

Врач: Еще что?

Халĕ ĕнтĕ Петĕрĕн “У меня все болит” тесе кăна каламалла, анчах вăл те хумханнипе, те çухалса кайнипе “Ничего не болит”, — тесе персе ярать.

Çакăн хыççăн врач ахăлтатса кулса янă та “чирлĕ çынна” алăк çине тĕллесе кăтартнă. Петĕрĕн киле килесси пăчланса ларнă. Вырăсла лайăх пĕлменни пĕтернĕ ăна. Çапах та вăл техникумра нумай тытăнса тăман, Октябрь уявĕ хыççăн, алă сулнă та хулана хыçа хăварса, килелле çул тытнă. Урăх кайман Васнар каччи Улатăра.

Кун çинчен мана П. Тимофеев хăй каласа панăччĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика