16 сентября 2008 г.
Ульки акка Пайсупинра сăрт çамкинчи урамра пурăнать. Лăпкă кунта. Çеремлĕ вырăн. Юнашарах аслă пĕве. Тавраллах сарăлса выртать вăл. Ульки аккан кил-çурчĕ утрав çинче ларать тейĕн. Хыçалта, анкарти хыçĕнче, йăмралăх кашлать. Йăкăнат Гришши лартнă-ха вĕсене. Ульки акка, сакăр вуннă тултарнă карчăк, кăмăлсăр-ха йывăçсем пурришĕн.
— Ара, анкартине пусмăрлаççĕ-çке хăяматсем. Çĕр улми туса илме памаççĕ, — тет Ульки акка. — Ух, епле ĕмеççĕ çĕр сĕткенне йăмрасем.
Ульки аккана ялта Тихонова хушаматпа пĕлеççĕ. Хресчен çемйинче çитĕннĕ вăл. Ашшĕ-амăшĕн — пĕртен-пĕр хĕрĕ. Ашшĕ — Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă. Амăшĕ — Урикка тăван хуçалăхра вăй хунă.
Халь пурăнакан кил-çуртне мăшăрĕпе вăй çитерсе лартнă. Мăшăрĕ — Нестр пирĕн хушăра çук ĕнтĕ.
Виçĕ ывăл та икĕ хĕр çуратнă Ульки акка. Пĕр хĕрĕ вăхăтсăрах çĕре кĕчĕ. Халĕ те ăна аса илсен куç лакăмĕсенче вĕри тумламсем капланаççĕ.
Чи кĕçĕнни Андрей ятлă унăн. Малтанлăха вăл çемйипе Чулхула облаçĕнче пурăнчĕ. Тăван тăрăха манмастчĕ Андрей Андреев. Çăмăл автомашинăпа çемйине лартса килсех çÿренĕ.
Ĕçлеме ÿркенменни çăмăллăх кÿретех. Укçи-тенки те пухăнать. Кăмăл-туртăмĕ те Вăрнараллах туртнă çав мăшăра. Арăмĕ Кив çурт Енĕшрен пулнă май, Вăрнарта коттедж туяннă вĕсем.
— Спаççипах ывăлăма. Ватлăхра манмарĕ мана. Халь ун патне кайса-килсе çÿреме те меллĕ, — савăнăç куççульне пытараймарĕ О. Тихонова. — Спаççипах ывăлăма.