АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан ватăл, Тамара Константиновна

16 сентября 2008 г.

 

Тÿпе маччи анчахрах янкăр тасаччĕ. Кăштахран унтан та кунтан пĕлĕт татăкĕсем, ăмăртмаллах тенĕн, пĕр çĕрелле пухăнчĕç. Çилĕ те тăруках вăранчĕ. Эх, хăвалать кăна. Урамсенчи йăмрасем канăçсăррăн хумханма та тытăнчĕç.

— Эх, çанталăкĕ! Çураçма килнĕ хĕр-упраç евĕрех-çке унăн шухăш-кăмăлĕ, — çенĕк умĕнче каллĕ-маллĕ кускаларĕ ватăрах хĕрарăм. — Çулнă курăка та типĕтме памасть хăть.

Çичĕ теçетке тултарнă хĕрарăм пĕрре урамалла тухса пăхрĕ, тепре анкартинелле утрĕ. Канăçсăрланчĕ-çке вăл. Типнĕ утта йĕпетме шел… Пĕрре исленнĕ курăкăн пахалăхĕ те чакать çав.

Тамара Константиновна урамра тепĕр ватăпа курнăçрĕ. Ку хĕрарăмăн та ăшĕ вăркать-мĕн.

— Çумăрĕ çумасть паян. Уяртать, терĕç. Ан кулян-ха, Тамара, — лăплантарчĕ лешĕ пĕр вырăнта тăпăртатакан хĕрарăма. — Уяртатех!

Чăнах та, уяртрĕ çав кун. Чунра лăпкă халь. Курăкне те пухса кĕртнĕ. Кăлармалли çĕр улми çеç юлнă.

Çавăн пек канăçсăр çын пурăнать те Именкасси ялĕнче. Ял-йыш хисепĕнчи Тамара Александрова вăл. Çамрăклах пурнăçра ырă йĕр хывнă. 19 çул — Именкасси ял совет ĕçтăвкомĕн секретарĕ. 16 çул ялти сысна фермин заведующийĕнче вăй хунă. Хăй яваплă вырăнсенче тăрăшнă чух пĕрехмай ял советне депутата суйланнă.

Пултаруллă та канăçсăр çын валли ĕç тупăнатех. Тамара Константиновнана, акă, Именкассипе Шурка, Чумаш, Çурткасси ялĕсенчи ватăсем хăйсен ветерансен канашĕн “тилхепине” шанса панă. Çăмăлах мар ку “лава” туртма. Халăх шанăçне тÿрре кăларассишĕн çине тăни куç умĕнчех Т. Александрован. Ветерансем еплерех пурăнаççĕ? Урамсенче тирпей-илем пур-и? Ялти шкулпа çыхăну тытатпăр-и?

Çын ĕçĕпе хаклă. Çав мухтавлă йышра та ĕнтĕ Именкассинчи Тамара Александрова. Кашни çынăн, ватăн малашлăхĕшĕн, ырлăхĕшĕн шухăшлакан ветерансен канашĕн председателĕн пуçарулăхĕпе çураçуллă.

— Кăмăл хакĕпе пуян хĕрарăм вăл. Пире те манмасть, яланах ăш пиллĕх сунать. Ан ватăл, Тамара Константиновна, тесе калассăм килет манăн та, — тет ялти “Овражная” урамри 84 çулхи Матрена Петрова. — Чĕререн калатăп.

Матрена Петровна пĕлтернĕ тăрăх, Именкассинче халь — вăрçăн виçĕ участникĕ. Вĕсем те Т. Александрован ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă.

Районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ Валентина Гордеева та туслă калаçăва хутшăнчĕ.

— Чун-чĕре пархатарĕ ĕçпе пуянланнипе палăрать унăн. Тамара Константиновна тăватă хутчен районти ветерансен конференцине делегата суйланнă. 2000 çулта — республикăри ветерансенне те. Чыслă хĕрарăм кăçалхи июлĕн 25-мĕшĕнче 70 çул тултарни паллă. Ăна çав ятпа республикăри ветерансен организацийĕн хисеп грамотипе чысланă, — хăй шухăшне пытармарĕ Валентина Харитоновна. — Хушнă ĕçре тимлĕ.

Апла пулсан, ан ватăл, Тамара.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика