16 сентября 2008 г.
Красноармейскине каç шăналăкĕ хупларĕ. Ăна систерсех пуль, çуртсемпе хваттерсен чÿречисенче электричество çутисем çунма тытăнчĕç. Акă, каçхи шăплăха тăруках çынсем шăкăлтатса калаçни вăратрĕ. Красноармейскинчи халăх пултарулăх çуртĕнчен пĕр пĕчĕк ушкăн тухрĕ те тăвалла улăхрĕ. Ушкăнра арçынсем те, хĕрарăмсем те пур. Вĕсем пĕри те çамрăках мар ĕнтĕ. Ветерансен хорне çÿрекенсен йышĕ ку.
— Пимен Никифорович, çуранах утатăр-и кĕçĕр? Çула май пĕр-пĕр транспорт тупăнтăрах хăть,— сăмах хушрĕ чипер пит-куçлă хĕрарăм хăйĕнчен маларах пыракан арçынна.
— Çуран шăм-шака çăмăл пек. Хăнăхнă вĕт эпĕ утма, — хуравларĕ хура çÿçлĕ арçын. — Хĕлеç ытла аякрах мар-çке.
Калаçăва пуçараканĕ Красноармейскинчи Гурий Степанов урамĕнче пурăнакан Юлия Ивановна Молокина пулчĕ. Унпа пĕрле ушкăнра Елена Иванова, Роза Степанова, Елена Григорьева, Валентина Петрова, Мария Ильина, Екатерина Железина, Серафима Тимофеева тата темиçе хĕрарăм. Кашниех районти халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕнче юрлать. Геннадий Сергеевпа Петр Тимофеев, Пимен Федоров та сцена çинчен анмаççĕ.
Вунă çул ĕçлет ветерансен хорĕ. Унăн илемлĕх ертÿçинче Яманакра çуралнă, çавăнтах пурăнакан, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Алексеев вăй хурать. Çав йышра Юлия Молокина — сакăр çул.
Кĕçĕр те килти ĕç-пуç хыççăн черетлĕ репетицие аннă вăл. Çула май вашават хĕрарăмпа иксĕмĕр сăмах çăмхине сÿтрĕмĕр.
— Эпĕ Вăрмар районĕнчи Кавал ялĕнче çуралнă. 1978 çулхи сентябрьтенпе хамăн кун-çула Красноармейскипе çыхăнтартăм. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть вĕт, — аса илÿсен хумне путрĕ Юлия Ивановна. — Юрлама юрататăп эпĕ.
Ял хĕр-упраçĕ пулнă вăл. Ĕç биографине выльăх-чĕрлĕх пăхаканран пуçланă. Комсомол секретарĕнче тăрăшнă.
— Вăт, çамрăклăхра сцена çинчен анман эпĕ. “Нарспи”, “Айтар”, “Шикли шикленнĕ —кĕрĕк пĕркеннĕ” тата ытти спектакльсенче выляттăм. Чăваш, вырăс юррисене чун-чĕре хавалĕпе шăрантараттăм, — тет Ю. Молокина. — Манăн репертуар Красноармейскине куçса килсен “Валенки”, “Утушка”, “Разговоры”, “Моторочка” ятлисемпе пуянланчĕ.
Чăвашла юрăсенчен “Урам вăрăм”, Людмила Семенова шăрантаракан “Атте-аннен çуралнă кун” тата ыттисене те çав тери кăмăллать. Ырă чунлă, сăпайлă хăрарăм-юрăç, кил хуçи арăмĕ пирки чун-чĕрене вăй-хал хушакан, хавхалантаракан ăшă сăмахсем чылай. Акă, районти халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорне пĕр сиктермесĕр çÿрекен, хăйĕн тÿпине çирĕме яхăн çынлă ушкăна хывакан Елена Николаевна Григорьева каланине итлесе пăхар-ха.
— Мĕн тери çаврăнăçуллă хĕрарăм вăл. Кил-çуртра та, чăннипех те канăçсăр çав. Пахча-çимĕç акса-лартса çитĕнтерессипе ĕçлет. Тĕрĕ тĕрлет. “Ĕç ветеранĕ” медаль те пур унăн, — хăй калассине пытармарĕ Елена Николаевна. — Чăннипех те маттур.
Ку тĕрленчĕкре эпĕ Ю. Молокинан пурнăç биографине тишкермерĕм. Хăйне шанса панă вырăнсенче яланах ятлă-сумлă пулнă. Унăн сцена çинчи пултарулăхĕ пирки кăна чарăнтăм.
Пултарулăх лаççи вăл, çăлкуç шывĕн таппи евĕр, иксĕлми талантпа вăй илсе тапса тăрать. Ăна — Турă панă пултарулăха, таланта аталантарнинчен вăйлăраххи урăх çуках.
— Мĕнле калаççĕ-ха пĕр юрăра: “Çитмĕл çула çитмесĕр сцена çинчен анас мар”, — теççĕ. — Эпĕ, акă, сентябрĕн 15-мĕшĕнче 70 çул тултартăм. Апла пулин те сцена çинчен анма шутламастăп, — хăй шухăш-кăмăлне уçрĕ Юлия Ивановна.— Сывлăх кăна пултăрччĕ.