16 сентября 2008 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В. Путин хăйĕн Указĕпе 2008 çула Çемье çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Кăçал эпир хамăр ял тăрăхĕнче виçĕ ылтăн туй паллă тăватпăр. Ильинсем — Мăн Шетмĕрен, Васильевсем — Йĕпремрен, Авиновсем — Кăлаваран.
50 çул — питех те пысăк тапхăр. Вĕсем çак хушăра пĕрле пурăнса телейне те, хурлăхне те иккĕн пайланă.
Çурла уйăхĕн виççĕмĕш вунăкунлăхĕнче Кăлава ялĕнче Авиновсем хăйсен ылтăн туйне пуçтарăнчĕç. Çак ятпа Алевтина Григорьевнапа Леонид Аверкиевича Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Федоров саламларĕ, парнепе чысларĕ. Юбилярсене ачисен ячĕпе Петр Леонидович, мăнукĕсен ячĕпе Марина ăшă сăмахсем каларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Аякран килнĕ тăванĕсен, пускилсен, тус-юлташĕсен те ăшă сăмахсем тупăнчĕç. Мăн Шетмĕри кану центрĕ çумĕнчи “Шурăмпуç” агитушкăн ĕç ветеранĕсене “Ылтăн туй”, “Тăван чĕнчĕ хăнана”, ытти чăваш юррисемпе саламларĕ. Л. Митрофановапа В. Афанасьев чăваш ташши парнелерĕç. Юбилярсен хăйсен те юратнă юрри пур пирки пĕлтерчĕç, вĕсем “Пурăнатпăр Шетмĕ хĕрринче” юрра шăрантарчĕç. Ылтăн мăшăр уявĕнче юрларĕç, ташларĕç, савăнчĕç.
Çак уява Мăн Шетмĕри тĕслĕх библиотека заведующийĕ Р. Герасимова йĕркелесе пычĕ.
Л. Авинов Кăлава ялĕнче çуралнă. Мăн Шетмĕ шкулĕнче вĕреннĕ. Çарта пулнă. Тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ. Сĕнтĕрвăрринчи строительство техникумне вĕренсе пĕтернĕ. Ун хыççăн пĕтĕм кун-çулне тăван тăрăхпа çыхăнтарнă.
Алевтина Григорьевна Шупашкар районĕнчи Тăрăн ялĕнче çуралнă. 1958 çулта Л. Авиновпа çемье çавăрнă. Чылай хушă “Мичуринец” хуçалăхра тăрăшнă. Мăшăрĕпе 5 ача пăхса ÿстернĕ.
Çавăн пек çынсем вĕсем, Авиновсем.