12 сентября 2008 г.
Сентябрĕн 6—7-мĕшĕсенче Шупашкарта йĕлтĕрпе чупакансен пĕтĕмĕшле вăй-хал хатĕрленĕвĕ енĕпе республикăра мала тухассишĕн тата ЧР чемпионĕ ята çĕнсе илессишĕн ăмăрту иртнĕ.
Пĕрремĕш кунĕнче йĕлтĕрçĕсем йĕлтĕр-роллерпа тĕрлĕ дистанцисене классика мелĕпе чупса тупăшнă. Райцентрти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Владимир Петров 1993 çулта кун çути курнисем хушшинче, 5 километра 11 минут та 21 çеккунтра вĕçлесе, мала тухнă.
Трак гимназийĕнче пĕлÿ пухакан Константин Львов 10 километрлă дистанцире 29,21 минутпа 16—17 çулхисем хушшинче иккĕмĕш призер пулса тăнă.
Иккĕмĕш кунĕнче йĕлтĕрçĕсем кросс чупнă. Трак гимназийĕнче вĕренекен 15 çулхи Николай Львов, 3,5 километра 12 минут та 46 çеккунтра вĕçлесе, пĕрремĕш вырăн йышăннă. Владимир Петров (КСОШ-2) пиллĕкĕмĕш вăхăт кăтартнă. Константин Львов 7 километрлă дистанцире 27,41 минутпа виççĕмĕш пулнă.
Асăннă чемпионата Трак енри Павел Васильевпа Николай Еремеев, Рая Антоновапа Маргарита Степанова, Екатерина Яковлева спортсменсем те хутшăннă.
Ку ăмăрту кăтартăвĕсемпе пирĕн районти Владимир Петров, Константинпа Николай Львовсем республикăн пĕрлештернĕ командин йышне кĕме пултарнă.