12 сентября 2008 г.
Л. Артемьев хресчен-фермер хуçалăхĕнче кăçал “иккĕмĕш çăкăр” 30 гектар йышăнать. Ир пулакан сорта 2 гектар çинчен маларах кăларса пухса илнĕ. Сентябрĕн 5-мĕшĕнче вара каярах пулаканнине кăларма тухрĕç.
Эпир кунта пулнă чух ана тăршшĕпех çĕр улми тултарнă михĕсем ларатчĕç. “Иккĕмĕш çăкăр” кăлармалли копалкăна Анатолий Александров кал-кал ĕçлеттеретчĕ. Пĕрремĕш кун пулнăран çĕр улми пуçтаракансем — (вĕсем 4 ялтан — Хусакассипе Крентейкассинчен, Йÿçкассипе Именкассинчен терĕç — автор) нумайăнах марччĕ, пĕтĕмпе те 10 çын çеçчĕ.
— Ыран Леня пĕтĕм халăха илсе тухать, — тет Крентейкассинчи Роза Журавлева пенсионерка. — Мана пулăшма, авă, шăллăмăн хĕрĕ Таня Яковлева килчĕ. Иртнĕ çул та эпĕ пуçтарма тухнăччĕ.
— Кĕркуннепе çĕртме сухи тунă. Çуркунне ку пусса хĕреслĕ майпа кăпкалатса тухнă, удобрени хывнă. Лартнă чух та çĕр улмипе пĕрле минераллă удобрени панă. Çум курăксемпе кĕрешсе гербицид, колорадо нăрринчен препарат сапнă. Пире гектарĕ мар, çĕр улми тухăçĕ ытларах интересленет, — тет Л. Артемьев хресчен-фермер хуçалăхĕнче çĕр улми лартса çитĕнтерес тĕлĕшпе ĕçлекен А. Александров тракторист. — Леонид Спиридонович патĕнче 6-мĕш çул вăй хуратăп. Кăçал çĕр улми валли çĕнĕ путвал туса хута ятăмăр. Унăн калăпăшĕ 30х8 м, çÿллĕшĕ 2,5 м. Халĕ çĕр улмине çуркуннеччен упрама та пулать.