АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтра вĕçлесчĕ

12 сентября 2008 г.

 

2008 çул, кунпа пĕрлех ЧР Президенчĕ Чăваш Енри халăх пурăнакан мĕн пур вырăнсене хытă сийлĕ çулсемпе çыхăнтарма палăртнă вăхăт та вĕçленсе пырать. Пирĕн корреспондент анчахрах район администрацийĕн строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх секторĕн çул-йĕр ыйтăвĕпе ĕçлекен ертсе пыракан специалисчĕпе Ю. И. Ивановпа курса калаçнă.

— Юрий Иванович, ЧР Президенчĕн 2006 çулхи августăн 8-мĕшĕнче йышăннă 68-мĕш №-лĕ Указне пурнăçлас ĕç пирĕн районта мĕнле пурнăçа кĕрсе пырать-ши?

— Августăн 28-мĕшĕнче патшалăх комиссийĕ “Шупашкар — Сурски — Тури Типçырма” автоçула, ун тăршшĕ 735 метр, ĕçе йышăнчĕ. Ăна “ЧР “Чувашавтодор” ПУПĕн Вăрнарти ДРСУ” строителĕсем технологине çирĕп пăхăнса тунă.

Çав кунах асăннă подрядчик “Красноармейски — Чатукасси” шоссе çинчи тĕпрен юсаса çĕнетнĕ участока — 600 м — ĕçе кĕртрĕ.

Ку организациех Шăпăрлăвара çити асфальт сарса тухса, Уйриçурт ялне илсе кĕрекен çул çине куçрĕ. Унăн тепĕр обăекчĕ — Тватпÿрте каякан çул. Анчах кунта тулли мар яваплă “Полистромстрой” пĕрлешÿ хăй иртнĕ çул туса ĕлкĕреймен ĕçсене пурнăçлать, вĕсене вĕçлесен кунта та асфальт сарса тухмалла.

Тулли мар яваплă “Воддорстрой” пĕрлешÿн пирĕн районта обьектсем чылай. Акă вĕсенчен Кĕçĕн Чуллă, Пĕчĕк Супар тата Чаканар ялĕсене каякан çулсене вăл асфальт сарса тухрĕ.

Туканашра хăйăр сарма курите (корыто) касса тухнă. Хĕлеçри çула çиелтен икĕ хут ĕçлесе тухса хытармалла. Ку пĕрлешÿн пирĕн районта — 8 обăект. Вĕсенче пурĕ 12 км яхăн çула хытă сийпе витмелле. Ку строительство организацине шанма пулать, хăй умĕнчи тĕллеве вăл пурнăçлатех. Анчах çанталăкĕ йĕпе-сапана кайсан, ĕç пахалăхĕ кирлĕ шайра пулмĕ.

Арçунакассинче тулли мар яваплă “Дорсервис” пĕрлешÿ çул тăвать. Тĕрĕсрех, вăл — подрядчик. Строительство ĕçĕсене тума вара ку организаци субподрядчике — “Веха” суту-илÿпе промышленность компанине шаннă. Арçунакассине асфальтлă çул сарассине вĕçленĕ. Ытмара çити дамба хăпартнă. Кунта çул тăвас ĕçсем малалла пыраççĕ.

Кивьял çулне (тăршшĕ 915 метр) “Стройсфера” пĕрлешÿ тумалла. Юлашки икĕ обăекчĕ çинче лару-тăру йывăртарах темелле. Пĕрре çанталăкĕ хĕстерсе çитерчĕ, тепре вĕсенче ĕçе йĕркелесси тивĕçлĕ шайра мар. Ку çулсене кăçалах ĕçе кĕрттерме асăннă строительство организацийĕсене хистесех тăрăпăр. Анчах япăх çанталăкра ĕçлесе хывнă çулăн пахалăхĕ, хăвăрах пĕлетĕр, лайăхах пулмĕ.

— Юрий Иванович, Енĕшкассипе Çавалçырма тата Пулайкасси çулĕсен шăпи вара мĕнлерех, вĕсенче хытă сий сарма пăхнă-и? Тархасшăн, кăшт чарăнса тăрсамăр?

— Пулайкассипе Типвар çулĕсене, сăмахсăрах, кăçалах асфальт сармалла. Çавалçырмапа Енĕшкассине илсе çитерекеннисене çиелтен икĕ хут ĕçлесе тухса хытă сийпе витмелле. Хальлĕхе ку обăектсенче пурнăçламалли ытти ĕçсем те пур-ха.

— Юрий Иванович, калаçушăн тавтапуç, ЧР Президенчĕн 68-мĕш №-лĕ Указне вăхăтра пурнăçлас çĕрте Сире ăнăçусем сунатăп.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика