12 сентября 2008 г.
Унăн ĕçĕ-хĕлĕ, кун-çулĕ пĕтĕмпех журналистикăра иртет: 1961 çулта хаçатçă ĕçне кÿлĕннĕ те паянхи кунчченех çак йывăр лава туртать — малтанах Красноармейски районĕнчи “Коммунизм çулĕпе” (халĕ — “Ял пурнăçĕ”), каярахпа Çĕрпÿ районĕнчи хаçатра, 1967 çултанпа вара пĕр улшăнмасăр республикăри “Коммунизм ялавĕ” (халĕ — “Хыпар”) хаçатра: вырăнти корреспондент пулнă, тепĕр виçĕ çултан Леонтий Алексеевич Алексеева ял хуçалăх пайĕн редакторне çирĕплетнĕ, тĕп редакторăн çумĕнче ĕçленĕ, халĕ экономика пайĕн редакторĕн тивĕçне пурнăçлать. Кирек ăçта вăй хурсан та республикăн ял пурнăçне анлă та тĕплĕн çутатма тăрăшнă. Статьясемпе очерксенче, корреспонденцисенче (вĕсем хаçатра çеç мар, журналсенче, темиçе авторăн кĕнекисенче, уйрăм брошюрăсенче пичетленсе тухнă) — кашнинчех шухăш тарăнлăхне, чĕлхе тирпейлĕхĕпе тасалăхне тата витĕмлĕхне туйнă-курнă вулакан.
Хаçатăн пĕртте çăмăл мар ĕçĕнче талпăнса вăй хурса пирĕн ĕçтешĕмĕр 1973 çулта “Хисеп Палли” ордена тивĕçрĕ, тепĕр пилĕк çултан ăна” РСФСР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ятпа чысларĕç, Чăваш журналисчĕсен Çемен Элкер ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ пулса тăчĕ. Ытти награда та сахал мар чăваш журналистикин “шур сухалĕн”.
Авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче сумлă ĕçтешĕмĕр пурнăçĕнчи паллă пулăма палăртрĕ — çуралнăранпа 70 çул, алла калем тытса чăваш хаçачĕсемпе тачă çыхăну тытма тата ĕçлеме пуçланăранпа 50 çул çитрĕ. Çак ятпа Красноармейски районĕнчи Кăмакал ялĕн хастарне Чăваш Республикин Президенчĕ Н. В. Федоров салам телеграмми янă. “Сире, хисеплĕ Леонтий Алексеевич, 70 çулхи юбилейпе чĕререн саламлатăп, — тенĕ унта. — Сирĕн ăсталăхпа тапса тăракан вăй-хăватăр, хускатакан темăсене килĕшмелле, çăмăл чĕлхепе тата тĕрĕс çырнипе вулакансен хушшинчи сумлăха татах çĕклерĕ. Чăваш журналистикин аталанăвне хывнă сирĕн тÿпе, иксĕлми ĕçĕр палăрăмлă. Çирĕп сывлăх, чун хавалĕ, ĕçре ăнăçу, телей те ăнтăлу сунатăп”.