АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван чĕлхемĕр

12 сентября 2008 г.

 

Ватлăх çулĕсенче чуна вăл татах çывăхрах. Ача чухнехи вăхăта аса илетĕп-ха. Пĕр салтак яла таврăнчĕ. Ăна 14 çултах ФЗО шкулне илсе кайнăччĕ. Ун хыççăн — служба. Матрос пулнă вăл. Тăватă çул карап çинче ишнĕ.

Тăван кĕтесе таврăнсан пачах та чăвашла пуплемест. Пĕр сăмахне те хăть ыйтса илеймĕн унран. Тен, тăван çĕр-шывран аякра пулнипе-ши, чăвашла маннă çакăскер. Питĕ тĕлĕнтĕм çак матросран.

Çамрăклăхри тус-тантăшăм патĕнче хăнара пултăм. Çыру çырма ларнă. Чăваш патнех сăрмалать. Анчах та вырăсла çырать хăй. Каçарăр та, тăван чĕлхене манăçа кăларнипе çураçаймастăп.

Манăн Шупашкарта çеç мар, республика тулашне тухса çÿрекенсене те чăвашлăха парăннă çынсене урра! çĕклессĕм килет.

Ĕлĕкхи ятсем каялла таврăнчĕç халь. Çемьере ача-пăча çуралсан Данила, Максим, Артем тата ытти ятсене хурасси йăлана кĕчĕ. Тен чăвашла Макçăм, Данил, Уртем теме тытăнĕç каярахпа.

Тăван чĕлхе тăван кил-çурта, ял-йыша, атте-аннене,тус-тăвансене аса илтерет. Çепĕç чĕлхе янăравĕ, çепĕçлĕхĕ чун-чĕрене ăшă варкăш вĕрсе кĕртет. Пусăрăнчăк кăмăл-туйăма çĕклет. Ытти наци халăхĕшĕн те ку çаплах пулĕ тесе шутлатăп.

Темиçе чĕлхепе калаçма пултаракан çынна ăмсанса пăхатăн. Эппин, вăл пирĕнтен ăслăрах та пуль. Çавах та тăван чĕлхемĕре, унăн ырлăхне, асамлăхне манар мар.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика