12 сентября 2008 г.
Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри “Единая Россия” политика партийĕн Красноармейскинчи вырăнти уйрăмĕн политканашĕн ларăвĕ пулчĕ. Кăçалхи юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Шупашкарта ку партин Чăваш Енти уйрăмĕн XIV конференцине пухаççĕ. Ларура çавна май “Единая Россия” партин Красноармейскинчи вырăнти уйрăмĕн черетсĕр конференцине пухас, унăн кун йĕркине çирĕплетес ыйтусене пăхса тухса йышăнусем турĕç. Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕччен районти мĕн пур пуçламăш уйрăмсенче пухусем ирттерсе районти конференцине кайма делегатсем суйламалла: партин 20 членĕнчен ытларах уйрăмсенче — 2-шер, 20-рен сахалтараххисенче — 1-шер делегат.
Ларура Эдуард Трофимов, Алексей Егоров, Антон Ермаков студентсемпе Игорь Трофимов предпринимателе “Единая Россия” парти ретне илчĕç.
Район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пĕрремĕш çумĕ Н. И. Антонов вăрман тăрăхĕнчи вут-кăвара сÿнтернĕ чухне хăюлăх кăтарнăшăн “Единая Россия” парти членне, район администрацийĕн информатизаци секторĕн заведующине Владимир Никифорова Тав çырăвĕпе чысларĕ.