09 сентября 2008 г.
Тракторсемпе вĕсен прицепĕсене, хăй тĕллĕн куçса çÿрекен ытти машинăсене регистрацилес, вĕсен хуçисем енчен асăннă транспорт хатĕрĕсене техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăрас тата правилăсемпе килĕшÿллĕн çÿретес ĕçе вăйлатас тĕллевпе районта августăн 1 — 31-мĕшĕсенче “Трактор” асăрхаттаруллă операци-уйăхлăх иртрĕ.
Ун вăхăтĕнче тракторсемпе прицепсен, хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен 288 единицине тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен 5-шĕ — çул-йĕр çинче çÿремелли правилăсем, 6-шĕ — хăрушсăрлăх техники, 2-шĕ — тавралăха сыхламалли йĕркесем ыйтнисене тивĕçтермен, 4-шне палăртнă йĕркепе регистрацилемен, 16-шĕ патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр тухман, 14-шне тракторист-машинист удостоверенийĕ çук çынсем тытса пынă, 18-шĕн регистраци докуменчĕсем, 3-шĕн путевой лист, 16-шĕн патшалăхăн техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнине çирĕплетекен талон пулман.
26 тракторист-машинистпа должноçри 3 çынна административлă майпа явап тыттарнă. Вĕсене пурĕ 10200 тенкĕлĕх штрафланă.