09 сентября 2008 г.
Пилĕк кун йĕпе-сапаллă çанталăк тăни уй-хир ĕçĕсене чарсах лартрĕ. Комбайнсем сентябрĕн 4-мĕшĕнче çеç тепĕр хут каçалăка тăма пултарчĕç, ку та “Караево” ЯХПКпа “Красное Сормово”, “Таябинка” пĕрлешÿсенче çеç, ыттисенче тепĕр кун çеç вырма тухрĕç.
Сентябрĕн 5-мĕшĕнче “Бахча”, “Пинер”, “Таябинка” пĕрлешÿсемпе “Янмурзино”, “Досаево” хуçалăхсене, Л. Артемьев хресчен-фермер хуçалăхне çитсе вĕсенчи лару-тăрупа паллашрăмăр.
“Бахча” пĕрлешÿре кăнтăрлачченех “иккĕмĕш çăкăр” пухса кĕртме тухнă. GRIMME комбайна Анатолий Никитин тракторист ĕçлеттерет. Андрей Даниловпа Мир Джавадов ĕçченсем агрегат транспортерĕ çинчен тăпра муклашкисемпе кивĕ çĕр улмине иртсе тăраççĕ. “Иккĕмĕш çăкăра” комбайн патĕнчен Эдуард Додиев ГАЗ-53 автомашинăпа, Юрий Феофанов тракторпа йĕтем çине турттараççĕ. “Розара” сортлă çĕр улми лайăх тухать. Пĕр авăртан вăтаммисем 15—17 таранах. Низам Мамедов ертÿçĕ пĕлтернĕ тăрăх, гектарти вăтам тухăç 350 центнертан кая мар. “Бахча” çĕр улмине кăçал 50 гектар çинче çитĕнтернĕ.
GRIMME агрегат çĕр улми пуссипе пĕр тикĕс шăвать. “Иккĕмĕш çăкăра” алла илес ĕç малалла пырать.
* * *
Асăннă кун “Таябинка” пĕрлешÿпе Л. Артемьев ХФХра та çĕр улми кăларатчĕç.