09 сентября 2008 г.
Авăн уйăхĕн 4—6-мĕшĕсенче, хамăрăн мухтавлă ентеше, СССР летчик-космонавтне, авиаци генерал-майорне, Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинне А. Г. Николаева асăнса, çăмăл атлетсен республикăри V чупăвĕ иртрĕ. Андриян Григорьевич çуралнă яла — Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăла спортсменсем пурĕ 5 маршрутпа чупрĕç. Виççĕмĕш ушкăн, ав, авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Улатăр хулинче старт илчĕ. Атлетсем, Алтышево сали, Йĕпреç тата Вăрнар поселокĕсем витĕр тухса, авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнчи кăнтăрла пирĕн район чиккине çитрĕç. Вăрнарсенчен кунта мăншетмĕсем эстафета илчĕç, вĕсем вара — карайсене, карайсем Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулти çамрăк спортсменсене малалла чупма хистерĕç. Кусем 13 сехет иртсен Красноармейскине çитрĕç. Çĕнтерÿ Паркĕнче митинг иртрĕ. Унта пулнисене вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн çумĕ М. Д. Голубев тата физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ А. Н. Лебедев саламларĕç. Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсен ушкăнĕ вара “Андриян Николаев — Космос Геройĕ” литмонтаж кăтартрĕ.
Унтан КСОШ-2-ри çамрăк спортсменсем Раççей, “Пĕрлехи Раççей”, “Çамрăк гварди”, Чăваш Республикин Красноармейски районĕн ялавĕсемпе чĕрĕ чечексене Трак чăваш-нимĕç гимназири тантăшĕсене пачĕç. Вĕсем вара ГИБДД тата “Васкавлă пулăшу” автомашинисем пĕрле пынипе Еншик Чуллăри А. Г. Николаев летчик-космонавт ячĕллĕ шкул еннелле чупрĕç. Унта та Космос Паттăрне асăнса митинг пулчĕ. Еншикчуллăсем малалла эстафетăна — именкассисене, лешсем вара хамăр район чиккинче çĕрпÿсене пачĕç.
Çакна та каласшăн. А. Г. Николаев летчик-космонавт пирĕн районта пĕр хутчен пулнă. Ку вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсене килнĕ. Ун чухне Андриян Григорьевич район администрацийĕнче ĕçлекенсемпе, Красноармейски ялĕнче пурăнакансемпе калаçнине, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленнине, пĕрле сăн ÿкерттернине эпĕ те паянхи пекех астăватăп. Тата Упири кану центрĕ те А. Г. Николаев летчик-космонавт ячĕпе хисепленнине пĕлтересшĕн. Шел, Андриян пирĕн хушăра халĕ çук. Анчах унăн ырă та мухтавлă ĕçĕ, паттăрлăхĕ, çутă сăнарĕ яланах пирĕн чĕресенче упранĕ.