09 сентября 2008 г.
Пирĕн район администрацийĕн инновацилле инфратытăм обăкчĕ туса хумалли тата аталантармалли 5 миллион тенкĕлĕх гранта тивĕçмелли заявки республикăри конкурсăн икĕ турĕ витĕр ăнăçлă тухса çĕнтернĕ.
Республика бюджечĕн укçи-тенкине Красноармейскинчи вĕрентÿ центрĕ пулнă никĕс çинче бизнес-инкубатор йĕркелеме яраççĕ. Пĕчĕк предпринимательлĕхе пулăшу кÿмелли инновацилле инфратытăм туса хумалли тата аталантармалли бизнес-планпа пĕчĕк предпринимательлĕх субăекчĕсене бухгалтери тата налук учетне йĕркелесе пымалли çăмăллăхсем паракан, пĕчĕк тата вăтам бизнес субăекчĕсене бизнес-планлама тата бизнес-проектлама, пĕчĕк бизнес субăекчĕсене юридика ыйтăвĕсемпе пулăшакан офиссем уçма пăхнă.
Çавăн пекех кунта пĕчĕк предпринимательлĕх субăекчĕсемпе вĕренÿ занятийĕсем тата канашлусем ирттермелли конференц-зал валли пĕр класс хăвараççĕ. Пĕчĕк предпринимательлĕх субăекчĕсене ура çине тăнă вăхăтра пулăшмалли хушма офиссем уçма лаптăксем уйăрма та май пур.
Унсăр пуçне иккĕмĕш хутри промышленноçра усă куракан çĕвĕ машинисем вырнаçтарнă класа конкурс мелĕпе пĕчĕк предпринимательлĕх субăектне çĕвĕ изделийĕсем туса кăлармашкăн арендăна пама пăхнă.
Инноваци тытăмĕн обăекчĕн пĕрремĕш хутри специализацийĕ — столяр класĕн никĕсĕ çинче стеклопакетлă чÿречесен йывăç рамисене туса хатĕрлесси. Ку производство валли 186,5 тăваткал метр лаптăк уйăрма планланă. Вăл 53,3 тата 44,8 тăваткал метр лаптăксемлĕ уйрăм икĕ класран тăрать. Бытовка тата материалсемпе хатĕр продукци склачĕ валли 21, 17, 8 тата 9 тăваткал метр лаптăксемлĕ пĕчĕк 4 пÿлĕм уйăрма май пулать. Лаптăксене пĕчĕк тата вăтам хăватлă электродвигательсен обмоткисене чĕркесе çăмăллăх кÿмешкĕн те пама планланă.
Вĕрентÿ центрĕн пулнă автомастерскойпе автогаража, транспорт хатĕрĕсем çине маршрут тата топливо расхутланин тĕрĕслевĕн приборĕсене вырнаçтарса, автомобильсене сервис ыйтăвĕсемпе тивĕçтерессине йĕркелемешкĕн уйăрма пăхнă. Район территорине тирпей-илем кĕртмелли Правилăсем автомойка вырнаçтарса автосервис йĕркелеме те ыйтаççĕ.
Бизнес-инкубатор резиденчĕсене конкурс мелĕпе палăртаççĕ. Бизнес-инкубатор йĕркелемелли мĕн пур нормативлă право базине туса хатĕрленĕ, ăна çывăх кунсенчех çирĕплетеççĕ. Район администрацийĕ пĕчĕк предпринимательлĕхĕн мĕн пур субăекчĕсене тин кăна вăй илекен пĕчĕк предпринимательлĕх субăекчĕсене бизнес-инкубаторта çăмăллăхлă условисенче вырнаçтармашкăн пыракан конкурса активлă хутшăнма чĕнсе калать.