АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрсех хатĕрленеççĕ

09 сентября 2008 г.

 

Кунран-кун кĕр еннеллех çывхарса пыратпăр. Акă кĕçех сивĕсем те çитсе тăрĕç. Кăна аван ăнланаççĕ, туяççĕ пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн муниципаллă учрежденийĕнче. Хĕрсех ăшă трассисен шанчăклах мар вырăнĕсене йĕркене кĕртес тĕлĕшпе вăй хураççĕ. Кун пекки вара сахал мар: 20—30 çул каялла хунисем, авă, 6—8 атмосфера пусăм панипех шăтса тухнă. Çавăнпа та ăшă сезонĕ хальхинче те ăнăçлă ирттĕр тесен, хавшак пăрăхсене хальтерех улăштарса, трассăна тĕплĕн хатĕрлемелле. И. Миронов ертсе пыракан ушкăн уйăх ĕнтĕ ку тĕлĕшпе вăй хурать те.

— Хĕле хатĕрленсе, акă, пур котельнăйсенче те юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Вĕсенче вăй хума газ операторĕсем çителĕклех, — терĕ пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн муниципаллă предприятийĕн директорĕ В. Л. Петров. — Сентябрĕн 8-мĕшĕнче вĕсене пурне те хамăр пата чĕнтерсе вĕрентÿ ирттерме палăртнă.

Райцентрти Г. Степановпа Ленин, Механизаторсен урамĕсенчи темиçе çурт тăррине юсаса йĕркене кĕртнĕ. 2-мĕш шкула пыракан ăшă трассинчи хăрнă 70 метр пăрăха çĕннипе ылмаштарнă. Халĕ Ленин урамĕнчи ăшă трассинчи хăрса юрăхсăра тухнă пăрăхсене касса кăларса вĕсем вырăнне çĕннине шăратса вырнаçтарас ĕçсем пыраççĕ.

— Кашни темиçе метртанах 2 — 3 е ытларах метр пăрăха касса кăларса ун вырăнне çĕннине шăратса çыпăçтарма тивет. Кун пек ĕçĕн усси сахалтарах, асапланни тата вăхăта усăсăр çухатни çеç. Çĕнĕ ятарлă пăрăхсем, вĕсене тавралла полиуретанпа изоляциленĕ, пĕр километр туянса хунă, шел подрядчикĕ çук… — тет Владислав Лаврентьевич. — Пĕр çĕрте ăшă трассине йĕркене кĕртсе пусăм вăйĕпе тĕрĕслесе пăхатпăр та — хăрнă, хавшаса çитнĕ пăрăхсем тепĕр çĕрте шăтаççĕ, каллех айăпланнă вырăна шыраса çĕр чавма, кăлтăка пĕтерме кÿлĕнетпĕр…

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика