09 сентября 2008 г.
Таврана каç сĕмĕ çапнă. Тулли мар яваплă “Таябинка” пĕрлешÿн уйĕнче “Дон-1500Б” маркăллă икĕ комбайн пĕр тикĕссĕн шăвать. Ăнса пулнă тулă, сулăмлă пучахĕсене çĕр çинелле пĕкнĕскер, хумăн-хумăн чÿхенсе ларать. Ун тăрăх пыракан симĕс комбайнсем тинĕсри карапсене асилтереççĕ. Вĕсен “капитанĕсем” акса çитĕнтернĕ тыр-пула хăвăртрах алла илес шухăшлă.
— Тепĕр бункер та пулин вырса çапма ĕлкĕресчĕ, — терĕ хăй ăшĕнче Саша, хăмăл комбайн мотовили çине явăнма хăтланнине курсан. Анчах… памасть вĕт, хытăрах та хытăрах явăнма пуçларĕ, хуллентерех уттарсан та усси çук…
Вăхăт кĕр еннелле сулăннă май, çапла ĕнтĕ вăл. Хăвăртах сывлăм ÿкесшĕн. Комбайн мотовили çине туххăмрах тулса ларать.
А. Петров “уй-хир карапĕн” штурвалĕ умне ларнăранпа нумаях та вăхăт иртмен. Виçĕ çул каялла ăна Ю. Гаврилов комбайнер çумне çирĕплетрĕç. Ун чухне Александр Анатольевич "Янмурзино" хуçалăхра вăй хуратчĕ-ха. Пĕр çул хушшинче вăл опытлă Юрий Петровичран чылай вăрттăнлăхсене пĕлсе юлчĕ. Алла илмелли вара кăткăс “Дон-1500Б” çинче сахал мар.
Иртнĕ çул унăн вырма умĕн, тĕрлĕ сăлтава пула, тулли мар яваплă “Таябинка” пĕрлешĕве ĕçлеме куçма лекрĕ. Кунта килсенех кивĕ “Дон-1200” комбайн шанса пачĕç. Çапла А. Петров комбайнер пулса тăчĕ. Пĕрремĕш çулнех вăл хăйне лайăх енчен кăтартрĕ. Кăçал Александр Анатольевича, унăн тăрăшулăхĕпе пултарулăхне курах ĕнтĕ, çĕнĕ йышши “Дон-1500Б” комбайн шанса пачĕç. Пултаруллă механизаторăн çунат хушăнчĕ тейĕн. Черетлĕ хĕрÿ ĕç çине çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа тухрĕ. Пысăк шанăçа вăл хастар ĕçпе тÿрре кăларма тĕллев лартрĕ. Вырмана тухнă кунран пуçласах А. Петров хăйне шанса панă “уй-хир карапне” тухăçлă ĕçлеттерме тăрăшать. Районти комбайнерсен ăмăртăвĕн кăтартăвĕсем çакна яр уççăн çирĕплетеççĕ. Вĕсем тăрăх, августăн 7—11-мĕшĕсенче А. Петров — 1999,7, иккĕмĕш пилĕк кунлăхра — 214, виççĕмĕшĕнче — 271,2, тăваттăмĕшĕнче 255 тонна тĕш тырă вырса çапнă, малти вырăнсенчен пĕрне йышăннă. Ун хыççăнхи кăтартусем те япăх мар.
— Ирпе 10 сехетре пуçлатпăр та каçхи 9—10 сехетченех выратпăр, — тет Александр Петров комбайнер. — Киле çĕрле тин çитсе выртатăп. Ĕçрен пĕрлешÿ транспорчĕпе леçсе яраççĕ… Питĕ аван.
А. Петров, хăйĕнчен аслăрах ĕçтешĕнчен, 22-мĕш вырмана хутшăнакан Федор Яковлевран, кая юлас мар тесех вăй хурать. Хальлĕхе вĕсен кăтартăвĕсем хушшинчи уйрăмлăх пысăках мар. Малашне те çаплах пуласса шанас килет.