09 сентября 2008 г.
Хветура 70-тен иртнĕ ĕнтĕ. Çапах ĕçе çÿрет вăл. Темех мар та, “çĕнĕ чăваш” патĕнче ун-кун ĕçсене туса пырать. Шыв йăтмалла-и шăварма пахчана, урам шăлмалла, çумалла-и кĕç пÿрт ум урайне... Укçа сахал илет-çке вăл, пенси тенине. Çав вĕренменниех-çке туртса пычĕ каялла ăна пурнăç тăршшĕпех. Ачи-пăчи çук та, пулăшу кĕтеймĕн.
Пĕррехинче каç пулттипе урамри аташса кайса ÿсекен чиен çамрăк хунавĕсемпе кĕрешме тухрĕ Хветура. Пахча картинчен чылаях урамалла ăнтăлаканскерсемпе. Аллинче — пысăк та сулăмлă кивĕ пуртă. “Ăх, ах! Вăт сана, вăт сана!” — мăкăртатать хăй тĕллĕн урамăн тепĕр енче машшинне шывпа çуса тăракан самаях кĕлеткипе сарăлнă арçын илттĕр тесе. “Эх, çак вăйлă алăллăскерне çак пуртта тыттарасчĕ”, — шутлать карчăк ăшĕнче. Çакна шансах урамалла тухнăччĕ-ха вăл.
Касать те касать кинеми, канса илет те каллех касать. “Ĕх-ĕх-ĕх! — ĕхлете пуçларĕ вăл хальхинче. — Пуртти, мур илесшĕ, касасшăнах мар тата. Юри мана йывăр пултăр терĕç пуль”, — тарăхса кайсах мăкăртатать Хветура, арçын вырăнтан та хускалмасăр тăнине асăрхасан.
— Аллăмсем ĕнтĕ ĕлĕкхи мар ман, — арçынпа калаçу пуçарма хăтланать вăл.
Лешĕ нăк та тумасть, карчăк еннелле пăхмасть те.
— Пулаççĕ вĕт çынсем, э? Ĕлĕк апла пулман, карчăксене хисепленĕ, пулăшма пикеннĕ. Эх, мĕн калăн, ачи-пăчисем те хăйсем пекех. Сăмах каласа пăх-ха, туртса çураççĕ, пулăшма мар... Тăн пĕтрĕ-çке. Ара, хуçамсене çунтарса ярас марччĕ. Лаçри кăвайта сÿнтермесĕрех килелле утнă пĕр кун. Ятларĕç те вара! Хăваласа яраççĕ пуль тенĕччĕ, — хăйпе хăй калаçа пуçларĕ ватă хĕрарăм. — Ну, çав арçынна... хамăн кÿршĕ пулас пулсан... калăттăм та... — алăкра çухалсан та янăрарĕ Хветуран уçах мар сасси.