09 сентября 2008 г.
Росгосстрахăн Чăваш Енти филиалĕ çулленех вĕренекенсене инкек-синкекрен коллективлă майпа страхлас программăпа кампани ирттерет. Ушкăнпа страхлани, уйрăммăн страхланинчен йÿне ларать. Страхованин 1 килĕшĕвĕ пуçне çулсенчи 6 ачаран кая мар пулмалла. Ачана страхламалли страховани сумми 10 пин тенкĕрен пуçласа малалла. 50 пин тенкĕн страховка хакĕ 450 тенкĕпе танлашать.
Страховани условийĕсемпе Росгосстрах ачана шкулта пулнă тапхăрта кăна мар, талăкĕпех инкек-синкекрен страхлама сĕнет. Кун пек чухне хăш вăхăтра аманнине пачах та шута илмеççĕ. Страховани тапхăрĕ вĕренÿ çулĕ вĕçлениччен кăна мар, çулталăк тăршшĕпех тăсăлать. Пирĕн агентсем килĕшĕве шкула, çавăн пекех ĕçе е киле пырса хатĕрлеме пултараççĕ. Вĕренекенсене инкек-синкекрен страхламалли акци декабрĕн 31-мĕшĕччен пырать.
Енчен те Сирĕн ывăлăр-хĕрĕрпе инкек-синкек сиксе тухсан мĕн тумалла-ха? Çийĕнчех пулăшу ыйтса медицина учрежденине пымалла. Сывату курсĕ пĕтсен, страхлакан компанине çул тытмалла, суран илни çинчен калакан документсене, çавăн пекех паспортпа страховани полисне тăратмалла.
Хаклă ашшĕ-амăшĕ! Паллах, страховани полисĕ инкек-синкеке сирсе яраймасть. Сире хăвăрăн хаклă ачăрсене вăхăтра страховани хÿтлĕхне илме ыйтатпăр.
Енчен те сирĕн ыйтусем сиксе тухсан, эсир Росгосстрахăн Красноармейски ялĕнчи страховани уйрăмне пыма (Красноармейски ялĕ, Комсомольски тăкăрлăкĕ, 3) е 2-25-95, 2-15-35 телефонсемпе шăнкăравлама пултаратăр.