09 сентября 2008 г.
Ăшă та савăк çу кунĕсем хыçа тăрса юлчĕç. Çуллахи каникул кунĕсенче лайăх каннă, сывлăхне çирĕплетнĕ хыççăн каччăсемпе хĕрсем каллех парта хушшине ларчĕç. Асăннă тапхăра еплерех ирттерни кашнин асĕнчен тухмĕ. Нумайăшĕ канăва ĕçпе çирĕплетрĕ, пирĕн патшалăх учрежденийĕ урлă йĕркеленĕ ĕç бригадисенче вăй хучĕ. Çак хушăра ачасенчен чылайăшĕ коллективпа пĕрле ĕçе кÿлĕнсе унăн пĕлтерĕшне туйрĕ, пирвайхи хут ĕç укçи ĕçлесе илме май тупрĕ.
Çĕртме уйăхĕнче вакансисен ярмаркинче пирĕн учрежденипе районти 8 шкул килĕшÿсем турĕç. Алманч вăтам шкулĕнче (23 вĕренекен), Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче (8), райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулта (12), Пикшикри (15), Упири (11), Чатукассинчи (25), Мăн Шетмĕри (26), Карайри вăтам шкулсенче (22) пĕлÿ пухакансем килĕшÿсенче палăртнă мĕн пур ĕçсене вăхăтра, типтерлĕ тума тăрăшрĕç, хăйсен ятне ямарĕç. Мĕнле кăна ĕç пурнăçламарĕç пулĕ çак тапхăрта çамрăк ĕçченсем? Вĕсем хăйсем пурăнакан ял тăрăхĕсенче тирпей-илем ыйтăвĕпе тăрăшрĕç, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, пĕччен пурăнакан, пулăшусăр тăрса юлнă ватăсем çине тимлĕх уйăрчĕç, чечексем лартас, каярах клумбăсене пăхса тăрас, шкулсем çумĕнчи участоксенче тирпей-илем тăвас тĕлĕшпе вăй хучĕç, ытти ĕçсене тимлерĕç. 7 çамрăкăн ĕç-хĕлне уйрăммăн палăртмалла. Вĕсем Чатукассинчи ватăсемпе инвалидсем валли вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмра ĕçлерĕç, чыс-хисепе тивĕçрĕç. Çакăнта бригадăсен ертÿçисене те асăнмасăр çук пулĕ: Г. Яковлева (Алманч), Л. Николаева (Мăн Шетмĕ), С. Петрова (Упи), В. Абрикосов (Еншик Чуллă), Р. Яковлева (Чатукасси), Л. Проклова (Карай), Ф. Петрова (иккĕмĕш шкул), И. Николаева (гимнази) тата ыттисем.
Утă уйăхĕнче пирĕн учрежденипе 5 организаци килĕшÿ турĕç. Çак тапхăрта Еншик Чуллăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çумĕнче йĕркеленĕ ушкăнта 30 ача тăрăшрĕ. “Вольникри” 9 каччă мĕн пур вăя район центрĕнчи тĕп стадиона тирпей-илем кĕртнĕ çĕре ячĕ. Икĕ çамрăк райпон хатĕрлев кантурĕнче, тĕпрен илсен, эмел курăкĕсем пухас, вĕсене типĕтсе хатĕрлес енĕпе ĕçлерĕ. Виçĕ çамрăк Красноармейски ял тăрăхĕнче (Липовка ялĕнче) тирпей-илем ыйтăвĕпе, пĕр каччă “Воддорстрой” пĕрлешÿре вăй хучĕç.
Çурла уйăхĕнче В. Григорьев педагог ертсе пынипе 6 ача Красноармейскинчи МТС коллективĕ çитĕнтернĕ тыр-пула тасатса йĕтем çинчен кĕлете кĕртме пулăшрĕ, пĕр каччă “Колос” пĕрлешÿре вăй хучĕ.
Бригадăсене йĕркеленĕ чухне эпир чи малтан нумай ачаллă, сахал тупăш илекен çемьесенчи каччăсемпе хĕрсене ĕçе илме тăрăшнă. Çапла май июнь-август уйăхĕсенче 206, кăçалхи 8 уйăхра вара 454 ача вăхăтлăх ĕç тупрĕ. Вĕсене федераци бюджетĕнчен 215500 тенкĕ тÿленĕ.
Çак кунсенче Еншик Чуллă вăтам шкулĕпе килĕшÿ тума хатĕрленетпĕр.