09 сентября 2008 г.
Сирĕн ывăлăр-хĕрĕр шкулта “5” тата “2” паллăсăр пуçне мĕн илме пултарать? Хуравĕ кĕтмен çĕртен ан пултăр. Шкулта вăл ÿт-пÿ çинче кăвакартнă вырăнсем “ĕçлесе илме”, тепĕр чух вара пысăк сурансем туянма пултарать: ачасем шкул коридорĕ тăрăх вирхĕнсе чупаççĕ, пусман карлăкĕсем çинче ярăнаççĕ, тăван вĕрентÿ учрежденийĕн тăррине улăхаççĕ, “сирпĕнекен япаласемпе” эксперимент ирттереççĕ. Тата ытти йăпанусене те асăнма пулать. Паян çăпан- сурана сиплеме укçа-тенкĕ кирлĕ. Çакăнта шăпах страхлакан органсем пулăшма хатĕр те. Паллах, страховани полисĕ вĕсене ăс-тăн та, шухăшлав та памасть, çапах сиплевпе тивĕçтерет.
Вĕренекенсене, шкул çулне çитменнисене инкек-синкекрен страхлас тĕлĕшпе Росгосстрах питех те пысăк, пуян опыт пухнă. Страхованин çак енĕн вăйра тăракан условийĕсем инкек-синкекре е тĕрĕс мар сиплесе, наркăмăшланса чирлесе, уйрăм чир-чĕрпе сывлăха сиен кÿнĕрен, инкек-синкекри вилĕмрен страховани хÿтлĕхĕн анлă спекторне палăртаççĕ.
Вăтам шкулта вĕренекенĕн страховани полисĕ час-часах çурални çинчен панă свидетельство хыççăн официаллă иккĕмĕш документ шутланать, вăл пепкен пурнăçĕпе сывлăхĕ “Росгосстрах” вăйлă компанин çунатти айĕнче пулнине шантарать.
Килĕшÿсене пепке е ачасен ушкăнĕ майлă, вăл мĕнле вĕренÿ заведенийĕнче вĕреннине пăхмасăр, ĕçлеме пултаракан уйрăм çынпа е юридикăлла енпе, харпăрлăх формине шута илмесĕр вĕсен укçипе, çавăн пекех бюджет укçипе тăваççĕ. Çитĕннĕ, ĕçлеме пултаракан кирек епле çын та — ашшĕ-амăшĕ, асламăшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-кукашшĕ, тăванĕсем, пĕлĕшĕсем страхователь пулма пултараççĕ. Çавăн пекех предприяти ертÿçисем хăйсен сотрудникĕсен ачисене страхлама пултараççĕ. Страховани вăхăтне вара клиент кăмăлне кура çирĕплетеççĕ, страховани тапхăрĕ çулталăк тăршшĕпех пырать. Полис хакне йÿнетме пулать — пĕтĕм класпа е ушкăнпа страхланмалла.