АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçне дипломпа палăртнă

05 сентября 2008 г.

 

Ырă хыпар çитрĕ Трак чăваш-нимĕç гимназине. Кунти физика учителĕ В. П. Спасова ячĕпе аслă классенче вĕренекенсем валли йĕркеленĕ наукăпа инноваци проекчĕсен Пĕтĕм Раççейри II конкурсне хутшăннăшăн çĕр-шыври “Сименс” ООО вице-президентĕнчен С. Б. Крыловран тав çырăвĕ килнĕ. Кăçалхи конкурсăн ячĕ — “Энергосберегающие технологии для повышения качества жизни людей”. Конкурсăн йĕркелÿ комитетне пăхса тухма Раççейĕн федераллă 7 округĕнчи 62 субăектран 409 ĕç тăратнă пулнă. Пысăк конкуренцире Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнчи 11-мĕш класра вĕренекен Владимир Яковлев “Сименс” компанин дипломне тивĕçнĕ. “Электроэнергие перекетлес çĕрте çĕнĕ мелсем шырасси” ыйтупа вăл В. П. Спасова ертсе пынипе 600 тăваткал метр лаптăклă дача участокĕнче çамрăк çемье валли лартнă сад çуртĕнче электроэнерги перекетлессин проектне туса хатĕрленĕ. Асăннă ĕçе “Чувашагроинвестстрой” ХАО фирмăн генеральнăй директорĕ, ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ В. Г. Борисов рецензи панă. Унта çакна палăртнă: хатĕрленĕ проект универсаллă, ăна ĕçе кĕртме пулать, асăннă шайри наукăпа инноваци проекчĕсем ыйтакан инженери ĕçне аван пурнăçланă. Йăлана кĕнĕ мелсене стандартлă мар инноваци хатĕрĕсемпе çыхăнтарни перекетлĕх тата проект усăллăхĕн ыйтăвне татса парать.

Валентина Петровна “Сименс” компанирен аслă классем валли йĕркелекен Пĕтĕм Раççейри наукăпа инновацин III конкурсне хутшăнма йыхрав илнĕ. Унăн теми: “Пирĕн пуласлăхăн таса планети”. Ăнăçу сунатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика